Шупашкарти ача паркĕ
Ача паркĕ, — Шупашкарта малтан Хĕрлĕ лапампа Н.К.Крупская ячĕллĕ паркĕ çумĕнче вырнаçнă парк.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку парк та Н.К.Крупская ячĕллĕ паркĕ пекех хулан Пасар лапамĕнчен пуçланса кайнă. Пасар лапамĕнче хула пасарĕ вырнаçнă пулнă. Япаласене, ял хуçалăхĕнче ӳстернĕ çимĕçсене унта сутнă пирки йĕри тавра пылчăк питĕ сарăлнă пулнă. Иртсе тухмалла та мар пулнă.
1927 çулта Хĕрлĕ лапамра Ача паркне никĕсленĕ. Малтанах вăл «Октябрь 10 çулта» ятлă пулнă. Вăрçă умĕн паркра фонтан, Сталин палăкĕ пулнă. Çавăн пекех кунта ача-пăчасем валли павильонсем ларнă. Кăшт каярахпа паркпа çумăн Çыхăну çуртне çĕкленĕ.
Ача паркĕпе Н.К.Крупская ячĕллĕ парк хушшинче чпалă «Триумф арка» вырнаçнă пулнă, анчах та 1920-мĕш çулсенче вăл арканнă.
Шупашкарта çĕнĕ парксемпе садсем никĕсленĕ хыççăн Ача паркĕ пушанса юлнă. Фонтан ĕçлема пăрахнă, территорине тирпейлеме, газонсене илемлетме пăрахнă. 1968 çулта парка вара «сквер» ят панă.
1970-мĕш çулсенче Шупашкар ГЭСне тума пуçланă пирки парка пĕтерме тивнĕ.