Контент патне куҫ

Шуранова Антонина Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Антонина Шуранова
Çуралнă чухнехи ят Антонина Николаевна Шуранова
Çуралнă вăхăт 1936 çулхи ака, 30-мĕшĕ(1936-04-30)[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2003 çулхи нарăс, 5-мĕшĕ(2003-02-05) (66 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх ССРП (1936—1991) РФ (1991—2003)
Професси XX, XXI ĕмĕрсен совет, раççей актриси
Карьера 1962—2003
Чыславсемпе парнесем
РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ
IMDb ID 0795919
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Антони́на Никола́евна Шура́нова (30.4.1936, Севастополь, Крым АССР, СССР — 5.2.2003, Санкт-Петербург, РФ) — совет раççей театрпа кино актриси. РСФСР халăх артисчĕ.

Севастопольре çуралса ӳснĕ. Ленинград блокадине татса ярсан çемье Ленинграда куçса кайнă. Çичĕ класс вĕренсен техникума кайнă: çемье — амăшĕпе икĕ йăмăкĕ — чухăн пурăннă. Виçĕ çул Выборг районĕнче пахчаçă пулс тăрăшнă, çав хушăрах Эрмитажа ӳнер пĕлĕвне ӳстерме çӳренĕ, юрлама вĕреннĕ, Эрмитаж театрĕнсцени çинче ăсталăхне туптанă. Тӳрех Раççей патшалăхĕн сцена ӳнерĕсен институтне (Т. Сойникова курсне) вĕренме кĕнĕ.

Института 1962 çулта ăнăçлă вĕçлесен А. А. Брянцев ячĕллĕ çамрăксен театрĕн труппине кĕнĕ, унтах хăйĕн пулас упăшкипе — Александр Хочинский актёра — паллашнă.

ÇКТĕнче 1988 çулчен ĕçленĕ хыççăн, Хочинский тата Шуранова Зиновий Корогодские ĕçрен кăларса ярсан, тухса кайнă.

1988—1990 çулсенче «Ленфильм» киностудире, 1990—1993 çулсенче — «Интерателье» студи-театрĕнче сцена çине тухнă. 1995 çулта пуш уйăхĕнчен пуçласа ĕмĕре вĕçлеччинех Ваççил утравĕнчи сатира театрĕнче хĕсметре тăнă.

Антонина Николаевна 2003 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Санкт-Петербургра, Серафимово çăви çинче, упăшкипе — Александр Хочинский актёр вилтăприпе юнашар — пытарнă.

А. Н. Шуранова.
А. Н. Шуранова стелли вилтăпри çинче.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
А. Н. Шуранова.
А. Н. Шуранова стелли вилтăпри çинче.

Сасă çырни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. IMDb (англ.) — 1990.