Контент патне куҫ

Хочинский Александр Юрьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хочинский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Александр Хочинский
Çуралнă чухнехи ят Александр Юрьевич Хочинский
Çуралнă вăхăт 1944 çулхи нарăс, 29-мĕшĕ(1944-02-29)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1998 çулхи ака, 11-мĕшĕ(1998-04-11) (54 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх ССРП (1944—1991) РФ (1991—1998)
Професси совет раççей актёрĕ, автор-юрăçи, юрăçи
Чыславсемпе парнесем
РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ
IMDb ID 0451712
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Алекса́ндр Ю́рьевич Хочи́нский (29.2.1944, Ленинград, СССР — 11.4.1998, Санкт-Петербург, РФ) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, бард. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980).

Юрий Хочинский (1924—1948) эстрада юрăçипе Ленинградри çамрăксен театрĕн актриси Людмила Красикова (1923—2003) çемьинче çуралнă.

222-мĕш шкулта — ĕлĕк Петришуле ятлăскер — вăтам пĕлӳ илнĕ. Ленинградри ÇКТ-ре 60 ытла роле сăнарланă[1]), Ваççил утравĕнчи сатира театрĕнче вылянă. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче антрепризăсенче Мускавра тата Санкт-Петербургра ĕçленĕ.

Питĕ лайăх вокал пулнипе, театр сцени çинче, киноэкранра юрăсене шăрантарнă. Раççейре автор юрри жанрне никĕслевçисенчен пĕри Александр Городницкий асилнипе, «Хочинский питĕ тĕлĕнмелле çын пулнă, сăнарĕпе вăл — шансонье. Гитара унăн аллинче çав тери вырăнлă пулнă. Черченскер, хыткан та çивĕч этем, нерв çинче...»[2]. Валерий Золотухинпа пĕрле «Бумбараш» кинофильмра (композитор Владимир Дашкевич, поэт Юлий Ким; 1971) шăрантарнă Лёвка Демченко «Журавель по небу летит…» юрри паллăха тухать. Денис Давыдов сăввисем çине Александр Журбин композитор «Эскадрон гусар летучих» (тĕп рольте — Андрей Ростоцкий; 1980) фильм валли кĕвĕленĕ юрăна шăрантарнă.

Пайăр пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Санкт-Петербургри Серафимово çăвинче, виççĕмĕш арăмĕн вилтăприпе юнашар, пытарнă.

А. Ю. Хочинский.
А. Ю. Хочинскипе А. Н. Шурановăн вилтăпри çинчи палăксем. Серафимово çăви, Санкт-Петербург.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Wall. vk.com. Тĕрĕсленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2018.
  2. ^ ЖЖ: Александр Хочинский и Антонина Шуранова