Контент патне куҫ

Шурчанов Валентин Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валентин Сергеевич Шурчанов

Валентин Сергеевич Шурчанов (1947, Кивĕ Шелттем ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР çур. — 2020) — раççей патшалăх тата политика ĕçченĕ, Патшалăх думин виççĕмĕш, пиллĕкĕмĕш тата улттăмĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ,[1] федераци тытăмлăхĕп[[е вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсен дума комитечĕн пайташĕ, РФКП фракцин пайташĕ. Унчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председалĕ, «Правда» хасатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

1947 çулхи кăрлачăн 19=мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Ашшĕ шкулта вĕрентнĕ, амăшĕ колхозра вăйне хунă.

2020-мĕш çулта кăшăлвирус инфекцийĕпе вилнĕ (декабрĕн 18-мĕшĕ, 14 сехет те 40 минут).

Вĕренни тата ĕçе пикенни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1964 çулта Шупашкарта энергетика техникумĕнче вĕренсе тухнă, çарти хĕсметре Сахалинта тăнă. 1975 çулта Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетĕнче диплом илнĕ, 1982 çулта Горькири Парти аслă шкулĕнче, 2005 çулта РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей патшалăх хĕсмечĕн академинче пĕлӳ илнĕ[1].

Шупашкарти мамăк-хут комбинатĕнче, Владивостокри «Горсвет» предприятинче электромонтёр вырăнĕнче ĕçленĕ, Владивостокскри «Отделстрой» трестĕнче механик-энергетик тивĕçне пурнăçланă. 1968 çултанпа — Канашри автодетальсен савутĕнче инженер вырăнĕнче ĕçленĕ. 1972 çултанпа — Чăваш патшалăх университетĕнче комсомол комитечĕн секретарĕ, партком секретарĕн çумĕ.

Политикăри тата пĕрлĕхри ĕçĕ-пуçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Енре

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1975 çултанпа — Чăваш обкомĕн Калинин райкомĕн уйрăм ертӳçи, кайран каллех университетре партком секретарĕн çумĕ пулса тăнă. Каярахпа ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн инструкторĕ тата пулăшаканĕ.

1986 çултанпа — Чăваш АССР Çĕмĕрле хула комитечĕн секретарĕ. 1987 çултанпа — ССКП ТК парти ĕçне организацилекен уйрăмĕн инструкторĕ. 1988 çултанпа — ССКП Чăваш обкомĕн секретарь, кайран иккĕмĕш секретарĕ.

1990 çултаăна Чăваш АССР халăх депутатне суйланă. 1990 çултанпа — Чăваш республикин ССКП комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ. 1990—1991 çулсенче — ССКП Тĕп контроль комиссин пайташĕ.

ССКП салатса ярсан 1991 çулта кĕркунне Атăл республикисен экономикăра пĕрле ĕçлемелли «Мăн Атăл» ассоциацин Чăваш Енри элчи пулса тăнă.

1992 çулта Валентин Сергеевича Чăваш Енĕн коммунисчĕсен пĕрлешĕвĕн сопредседателĕ пулма суйланă, вошедшего в КПРФ. 1993 çулхи авăн уйăхĕнче во время РСФСР Аслă Канашне салатса ярсан Б. Ельцинăн 1400 №-лĕ Хутайне тата çакăн хыççăн Канашсен Çуртне вăйпа ткртса илнĕшĕн сивленĕ.

1994 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă, тепĕртакран унăн председателĕ пулса тăнă.

1997 тата 2015 çулсенче Чăваш Республикин пуçлăхне суйланă компанисенче кĕрешнĕ, унта вăл «влаç партин» кандидачĕсен — Николай Фёдоровпа Михаил Игнатьевăн — тĕп тупăшуçи шутланнă. Экспертсем коммунист тапаçланнине шута илмен. 2015 çулхи авăн уйăхĕнче Шурчанов чăваш халăхне суйлакавçăсен ят-йышĕсене массăлла фальсификациленĕ пирки хыпарланă (суйлакан çынсен йышĕ республикăра пурăнакансенчен ытларах пулнă)[2].

2015 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн пуçлăхне суйлавĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă (60 000 сасă пуçтарнă —12,76 %)[3].

Коммунистсен пичетĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1998 çултанпа «Советская Россия» хаçатра Чăваш Енри корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.

2005 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче «Правда» хаçатăн тĕп редакторĕ пулма лартнă, çак поста вăл 2009 çулхи пуш уйăхĕччен пурнăçланă.

Раççей Федерацин коммунистсен партинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çемьере пурăнать, ывăла çитĕнтернĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]