Шур перчетке çыхса (юрă)
Шур перчетке çыхса | |
Юрă | |
---|---|
Альбом | «паллă мар» |
Каларнă вăхăт | паллă мар |
Жанр | лирикăлла юрă (вăйă юрри теме те пулать) |
Продюсер | паллă мар |
«паллă мар» альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Шур перчетке çыхса — халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.
Юррăн сăвви пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1
Шур перчетке çыхса
Пӳрнем шăтрĕ
Савни сана кĕтсе
Каç та пулчĕ
Савни сана кĕтсе
Каç та пулчĕ
2
Килчĕ манăн савни
Хĕвел ансанах
Ларчĕ манăн çумма
Каларĕ ăш сăмах
Ларчĕ манăн çумма
Каларĕ ăш сăмах
3
Ăсатса яр савни,
Ăсатса яр.
Тимĕр кĕпер урлă
Ай, каçарса яр.
Тимĕр кĕпер урлă
Ай, каçарса яр
4
Тимĕр кĕпер урлă
Ай, каçсассăн
Кĕмĕл çĕрĕ витĕр
Ай, пăхса юл.
Кĕмĕл çĕрĕ витĕр
Ай, пăхса юл.
Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.
Юррăн кĕвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх кĕвви темелле.
Юррăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлав чăваш литературинче, ытти ÿнерсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лидия Филиппова, "Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче" пьесăран[1]:
«Шур перчетке çыхса...» юрă çаплах янăрать. Юрă кĕвви майăн вăйă картине пуçтарăннă çынсен ушкăнĕ курăнса каять. Каччисем чăваш кĕписемпе, урисенче — тăпăл-тăпăл çăпата. Кĕреш юман пек çӳллĕ, мăнаçлă, хура вĕсем. Хĕрĕсем те шурă вăрăм пир кĕпесемпе, пуçĕсенче — шурă пусма? утти-ташши лăпкă шыв чӳхенĕвне аса илтереççĕ. Вĕсем Ултиярпа Пинерпие çавăрса илеççĕ, иккĕшĕн тавралла шавсăр, ытлашши хусканусăр ташласа çаврăнаççĕ. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тема: Шур перчетке çыхса(ĕçлемен каçă) — Чăваш халăх канашлăвĕ.
- Шур перчетке çыхса
- "Шăпчăк сасси-2014" Стерлитамак 31.10.14г. Васильева Марина, г.Октябрьский "Шур перчетке"