Контент патне куҫ

Селен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Se 34
78,96
4s2 4p4
Селен


Селенпериодикăллă системăри 34 атом номерлĕ хими элеменчĕ, Se (лат. Selenium) символпа палăртаççĕ. Катăлакан, хуçнă вырăнта йăлтăртакан металмар элемент.

Селен атомĕн схеми

Элемента Й. Я. Берцелиус 1817-мĕш çулта уçнă.

Ячĕ грекла грек σελήνηУйăх сăмахран пулнă. Çутçанталăкра вĕсем Теллурпа пĕрле тĕл пулаççĕ, ун ячă вара Çĕрпе çыхăннă.

Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Селенĕн икĕ тĕрлĕ оксид SeO2 тата SeO3:
Se8+8O2 → 8 SeO2. Вăл хытă полимер, унтан SeO2 газ пулать. SeO2 шывра ирĕлсен селен йӳçĕке (Н2SeO3) пулать. [2]

3 Se + 4 HNOO3}} → 3 HO2SeO3 + 4 NO


Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Селен изотопĕсем

Çутçантлăкра селенăн 6 изотоп (74Se, 76Se, 77Se, 78Se, 80Se тата 82Se) пурри паллă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ стабиллă, пĕри вара(82Se) йĕкĕр бета-арану майĕпе саланать. Çурма аркану тапхăрĕ 9,7×1019 çул. Унсăр пуçне тата 65-94 массă числиллĕ 24 изотоп искуствăллă майпа тунă (тата 9 тĕш изомерĕ).

Селенăн хăшпĕр изотопĕсен çурма аркану тапхăрĕ:

Изотоп Çутçанталăкра сарăлни, % Çурма аркану тапхăрĕ
73Se 7,1 сехет.
74Se 0,87
75Se 120,4 кун.
76Se 9,02
77Se 7,58
77mSe 17,5 çек.
78Se 23,52
79Se 6,5·104 çул
79mSe 3,91 мин.
80Se 49,82
81Se 18,6 мин.
81mSe 62 мин.
82Se 9,19
83mSe 69 çек.
83Se 25 мин.

Асăрхатарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 4. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. Inorganic chemistry. — ISBN 0123526515


Халькогенсем
Йӳçлĕк | Кӳкĕрт | Селен | Теллур | Полони | Унунгекси