Шыв йĕкехӳри
Шыв йĕкехӳри — кăшлакансем текен отрядри чĕрчунсен хăшпĕр речĕсем тата тĕсĕсем пирки кулленлĕхре усă куракан ят:
- Шыв йĕкехӳри тесе тепĕр чухне шыв хиртекĕ текенскерне, арлан йышшисем ямахаатри рете калаççĕ
- Шыв йĕкехӳри тесе тепĕр чухне нутрие, шăртлă йĕкехÿресен ямахатĕнчи рете калаççĕ.
- Кунсăр пуçне
- Хăнтăрла йĕкехÿре (Hydromys), — шăши йышшисем ямахаатри рет, сăмахран, — Ылттăн хырăмлă хăнтăрла йĕкехÿре.
| Ку страницӑра эсир пӗр ятлӑ, анчах та тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ статьясен ят-йышне куратӑр. Енчен те эсир кунта урӑх статьяран лекрӗр пулсан, ҫав статьяри каҫӑна тӗрӗс статья ҫине куҫаракан каҫӑ ҫине улӑштарӑр. |
| Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |

Шыв йĕкехӳрин, (лат. Arvicola terrestris), пурнăçĕ шыв хĕрринче иртет. Унăн тĕп апачĕ - çыран хĕрринче тата шывра ӳсекен курăксем. Кĕркуннепе шыв йĕкехӳрийĕ пахчасене, вăрмансене, уйсене куçать. Ытти арлансенни пекех йăви темиçе пӳлĕмлĕ пулать. Темиçе пӳлĕмре шыв йĕкехӳрийĕ хĕл валли хатĕрленĕ апатне упрать, пĕринче канать. Хĕлле шыв йĕкехӳри çывăрмасан та хастарлăхĕ чакать. Çуркунне ку чĕрчунсем ĕрчеме тытăнаççĕ. Çу уйăхĕнче ами 5-8 çура тăвать, çу каçа 2-3 хут çăвăрлама ĕлкĕрет. Шыв йĕкехӳрисен ĕмĕрĕ вăрăм мар: нумайăшĕ хĕл каçа вилсе пĕтет, умлă-хыçлă икĕ хĕл пĕри те каçаймасть. Ытти шăшисен пекех, шыв йĕкехӳрисен те тăшманĕсем питĕ нумай. Шыв йĕкехӳрисен сиенĕ пысăк: çын, выльăх хушшинче ерекен чир сараççĕ, çын ӳстерекен çимĕç, тырпул тухăçне чакараççĕ.