Щусев Алексей Викторович
Щусев Алексей Викторович, — вырăс архитектор. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кишинёвра çуралнă. 1949 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
1941, 1946, 1948 тата 1952 çулсенче Сталин премине тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна Ленин орденĕпе, медальсемпе чысланă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Амăшĕ — Мария Корнеевна Зозулина (хĕр чухнехи хушамачĕ), ашшĕ — Виктор Петрович Щусев. 1891-1897 çулсенче Л. Н. Бенуапа И. Е. Репинăн Ӳнер Академийĕнче вĕреннĕ. 1895 çулта Д. П. Шубин-Поздеев генерал вилни çинчен илсен унăн арăмĕ патне никамран та сĕнӳ илмесĕр эскизпа пынă, упăшкин вил тăпри çинчи палăкне ăçталама ăна хушма ыйтнă. Çапла вара Александр-Нева лаврĕнче тăваткал часовня вырнаçнă.
1896 çулта вăл «Барин усадьби» диплом проектне хатĕрленĕ, уншăн ылтăн медале тивĕçнĕ. Вăл ĕçшĕн çавăн пекех вăл чикĕ леш енне кайма май илет. Щусев Вăтам Азине çул тытать, Самарканда кĕрсе курать. Археологи экспедицийĕ шутĕнче Уксах Тимур вил тăприне тĕпчет. 1899 çулччен Алексей Щусев Тунисра, Анăç Европăри патшалахсене çитсе курать.
1904 çулта вăл Овруча çитет, унти XII ĕмĕрти таса Василий чикрĕвне юсанă çĕре хутшăнать. 1908—1912 çулсенче Мархвипе Мари обитель проектĕнче вăй хурать.
1910 çулта Ӳнер Академийĕн академикĕ пулса тăрать. 1913 çултанпа Мускавра пурăнма тытăннă. 1914 çулта вара Хусан вокзалĕн комплексĕпе ĕслеме тытăнать.
Вăрçă хыççăн Щусев Мускавра археологи музейне йĕркелет те мĕн виличчен унăн директорĕ пулса ĕçлет. Çак çулсенче вăл вăрçă хушшинче самай арканнă хуласене çĕнĕрен çĕклеме пулăшать.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алексей Щусев 200 ытла ăслăлăх ĕçĕсемпе статьясем çырнă.
Мускаври Хусан вокзалĕ те унăн ĕçĕ. Совет союзĕн ытти хулисенче те нумай вокзалсене проектланă.