Тунис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тунис (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
الجمهرية التونسية

Тунис

Тунис ялавĕ Тунис гербĕ
Патшалăх чĕлхисем арап чĕлхи
Тĕп хула Тунис
Чи пысăк хула Тунис
Президент Монсеф Марзуки
Премьер-министр Мехди Джомаа
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
89 вырăнта
163 610 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
80 вырăнта
10 102 000
61,6/км²
Валюта ячĕ Тунис динарĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕ Himat Al Hima
Тетел доменĕ .tn
Тел. префиксĕ +216

Тунис, — Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Çурçĕр Африкăри патшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чикки Алжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чикки Ливипе юнашар вырнаçнă.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ Атлас тăвĕсем йышăнаççĕ. Ытти çĕр çинче пушхирпе саваннăсем вырнаçнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Тунис историйĕ статьяна пăхăр.

Тунис çĕрĕсем Рим империйĕ шутне кĕнĕ. Ку çĕрсем çинче малтан берберсен ялĕсем вырнаçнă пулнă. VII ĕмĕрте ку тăрăха арапсем килсе çитеççĕ те ислам тĕнĕн тăваттăмĕш хулине (Мекка, Медина тата Иерусалим хыççăн), Кайрауна, никĕслеççĕ. Каярах Тунис Осман империне кĕме пуçланă. XIX ĕмĕрте французсен колони империйĕ шутне кĕрет.

Пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Тунисăн административлă пайланăвĕ статьяна пăхăр.

Тунис 24 вилайетран тăрать. Вилайечĕсем вара 262 мутамадията, вĕсем хăйсем вара шайхатсем çине пайланаççĕ.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалахăн 98% — арапсем. Халăх йышĕнчен 1% — берберсем. Юлашки вăхăтра Тунисра ача çуратасси чака пуçланă. Вăтамран пĕр хĕрарăм 1,75 ача çуратни арап патшалăхĕсен хушшинче чи пĕчĕк кăтарту шутланать.

Халăхăн ытларах пайĕ, 98% ислам тĕнне ĕненеççĕ. Католиксен шучĕ те кăштах пур.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Африка патшалăхĕсем