Эрвин Роммель

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эрвин Роммель, фельдмаршал
Эрвин Роммель, фельдмаршал

Эрвин Ойген Йоханнес Роммель (ним. Erwin Eugen Johannes Rommel), 1891—1944) — нимĕç генерал-фельдмаршалĕ (1942), Çурçĕр Африкăри нимĕç çарĕсен çарпуçĕ. 1891 çулхи чӳк, 15 кунĕнче Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Ульм çумĕнчи Хайденхайм пĕчĕк хулара çуралнă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Францире хĕсметре пулнă, çаплах та румын тата итали фрончĕсенче вăрçнă. Аманнă пулнă, пĕрремĕш тата иккĕмĕш класс Тимĕр Хĕресе тивĕçĕннĕ. Вăрçă хыççăн батальон командирĕ пулнă, Дрезденри пехота шкулĕнче инструкторта ĕçленĕ, кайран Потсдамри çар академийĕнче курсансене вĕрентнĕ. 1937 çулта хăйĕн вăрçăри кунçырăвĕсене дневникĕсене «Пехота тапăнать», («Infanterie greift an» («Пехота атакует») кĕнеке çине пичетлесе кăларнă.

1938 Гитлера хӳтĕлекен батальон командирĕ пулса тăрать. 1940 ăна Çиччĕмĕш танк дивизийĕн командирĕ туса хураççĕ.

1941 нарăс, 6 — Роммель Африка корпусĕн командирĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кинофильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пушхир тилли: "Роммель пурнăçĕ", «Лис пустыни: История Роммеля» (The Desert Fox: The Story of Rommel, 1951).