Контент патне куҫ

Эрих фон Манштайн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Манштайн хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Эрих фон Манштайн
ним. Erich von Manstein
Çуралнă вăхăт 1887, чӳк, 24
Çуралнă вырăн Берлин, Прусси патшалăхĕ,
Германи империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1973 çĕртме, 10
Вилнĕ вырăн Иршенхаузен, Бавари, ФРГ
Пăхăнулăх

Германи ялавĕ (1871—1918, 1933—1935) Германи империйĕ
Ваймар республикин ялавĕ Ваймар республики
Виççĕмĕш райх ялавĕ Виççĕмĕш райх

Эрих фон Манштайн Федераци Республики Германи
Хĕсмет çулĕсем 1906—1944
Хисеп генерал-фельдмаршал
Командăланă

18-мĕш пехота дивизийĕ 1938
38-мĕш çар корпусĕ 1940
56-мĕш моторизациленĕ корпус 1941
11-мĕш çар 1941
«Дон» çар группи 1942

«Кăнтăр» çар группи 1943
Çапăçусем/вăрçăсем

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

Чыславсем тата парнесем
1-мĕш класри Тимĕр хĕрес 2-мĕш класри Тимĕр хĕрес
Вермахт хĕсметĕнчи тивĕçлĕх медаль
Отставкăра хупнăскер, пенсионер, мемуарист

Э́рих фон Манштайн (Леви́нски) (ним. Erich von Manstein)[1] (чӳк, 24, 1887, Берлинçĕртме, 10, 1973, Иршенхаузен, Бавари) — нимĕç генерал-фельдмаршалĕ, Пĕремĕш тата Иккĕмĕш Тĕнче вăрçисене хутшăннă. Гинденбург тăванĕн ывăлĕ.

Унăн вермахтра чи пултаруллă стратег репутации пулнă тата вăл нимĕç генералитечĕн лидерĕ шутланнă[2].

1939 çулхи авăн уйăхĕнче Польшăна ярса илнĕ чухне фон Рундштедт генерал-полковник ертсе пынă «Кăнтăр» çар группин штаб пуçлăхĕ пулнă. Францие тапăнса кĕмелли тĕп шухăша сĕннĕ. 1944 çулта Гитлерпе темиçе хутчен те пĕр шухăшлă пулманнишĕн отставкăна янă.

Вăрçă вĕçленсен ăна британ трибуналĕ «граждан халăхĕн пурнăçне хӳтĕлеме кирлĕ таран тимлеменшĕн» тата çунтарнă çĕр тактикипе усă курнăшăн тĕрмене 18 çуллăха хупнă. 1953 çулта сывлăх начаррине пула ирĕке кăларнă. Анăç Германи правительствин вăрçă канашçи пулса тăрăшнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш тĕнче вăрçин пуçламăшĕнче — 2-мĕш гварди резерв полкĕнче обер-лейтенант. Вăрçăна Польшăра пуçланă, унта 1914 çулхи чӳк уйăхĕнче ăна йывăр амантнă. 1915 çулхи утă уйăхĕнче суранланнă хыççăн ăна капитана çити хăпартнă, "Гальвиц" çар группин тĕп штабĕн адъютанчĕ тата офицерĕ вырăнне лартнă, çурçĕр Польшăри тата Сербири тапăнусене хутшăннă. 1916 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Анăç фронтне лекнĕ. 12-мĕш çарăн штабĕн çумĕнче адъютант, кайран 2-мĕш тата 1-мĕш çар çумĕнче генштаб офицерĕ хĕсметĕнче. Верден çумĕнчи çапăçура 4-мĕш кавалери дивизи операци тытăмланин пуçлăхĕ вырăнĕнче хĕсметре тăнă. 1918 çулхи çу уйăхĕнченпе çав вырăнах 213-мĕш тапăну пехота дивизинче йышăннă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче ăна 2-мĕш (юпа, 1914) тата 1-мĕш (чӳк, 1915) степеньлĕ Тимĕр хĕресĕсемпе, çаплах çаплах 1918 çулта прусс Рыцăрь хĕресĕпе (хĕçсемпе) чысланă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анăç фрончĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чăн ячĕ тата хушамачĕ — Фри́дрих фон Леви́нски (von Levinski). Берлинре генерал çемьинче çуралнă. Çуратакансем вăхăтсăр çĕре кĕрсен ăна пуян çĕр харпăрçи Георг фон Манштейн усрава илнĕ: «Хронос».
  2. ^ Митчем, стр. 332

Шаблон:Наци Германин фельдмаршалĕсем Шаблон:Юман Çулçисемлĕ тата Хĕçсемлĕ Рыцăрь хĕресĕн кавалерĕсем