Ял тăрăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Ял тăрăхĕ —вырăнти хăй тытăмлăхне халăх хăйех е суйланă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем урлă тытса тăракан пĕр е пĕрлĕ территориллĕ темиçе ял пурăнан вырăн (посёлок, чиркӳ ялĕ, станица, хутор, кишлак, аул тата урăх ял пурăнан вырăн).

Ял тăрăхĕ муниципаллă район шутне кĕрет.

Ял тăрăхĕ — муниципаллă реформăпа татăçуллă Раççей Федерацинчи муниципаллă йĕркеленӳсен тĕсĕ.

Ял тăрăх территори шутне, яланхилле, 1000 çын пурăнакан (чылай халăх йышлă территорире — 3000 çын ытла) пĕр ял е поселок тата (е) пĕрлĕ территориллĕ кашни 1000 çынран кая мар (чылай халăх йышлă территоришĕн — кашни 3000 çынран кая мар) темиçе пурăнан вырăнĕ кĕрет.

Ял тăрăхĕн администраци центрнепурăнан вырăнне — вырăнти йăлана, социаллă инфраструктура йĕркине шута илсе ял тăрăхĕн органĕ вырнаçнă Раççей Федерацин субъекчĕн саккунĕпе килĕшӳллĕ суйласа илеççĕ.

Икĕ е темиçе пурăнан вырăнлă ял тăрăхĕн чиккине, яланхилле администраци центрĕнчен пĕр кун хушшинче çуран çитсе таврăнмалла пурăнан вырăнсене кĕртеççĕ. Халăх сахал пурăнакан, çаплах аякри тата çитме хĕн вырăнти çĕрсенче чикĕсене урăхларах палăртаççĕ.

Ял тăрăхĕнче темиçе вун çынран пуçласа 15—20 пин çын таран пулма пултарать.

Тĕслĕх: Тавăт ял тăрăхĕ Чăваш Республикин Элĕк муниципаллă районĕ шутне кĕрет

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă факт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕр Енри, Тутарстанри, Самар облаçĕнчи чăвашсем çак термина ял хутлăхĕ теççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Муниципаллă йĕркеленӳ