2006 çулхи Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ
Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ, — Ливанпа (тĕрĕсрех каласан, Хезболла юхăмĕпе) Израиль хушшинче 2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕпе çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ вăхăт хушшинче пулса иртнĕ хирĕçӳ. Хиреçӳ вăрçă евĕр иртнĕ тесе каламалла.
Хирĕçӳ пĕтемлетĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/91/Lebanese_Areas_Targeted_7-12_to_7-27.jpg/220px-Lebanese_Areas_Targeted_7-12_to_7-27.jpg)
Ливанра 1084 вăрçăна хутшăнман çын, Израилте 41 вăрçăна хутшăнман çын вилнĕ.
Хирĕçӳ хушшинче 40 Ливан салтакĕ, 61 «Хезболла» боевикĕ, 7 «Амаль» боевикĕ, Палестинăна ирĕке кăлармалли халăх фрончĕн 1 боевикĕ, 119 ЦАХАЛ салтакĕ вилнĕ. Кунсăр пуçсăр ООН çарĕнчи 1 миротворец, тата 4 пăхса тăракан вилнĕ.
Хирĕçӳ хушшинче Ливанта 3700 патнелле çын аманнă, Израилте — 583 гражданла, 312 çар çынсем.
Ливанта 970 пин çын ытла хăйĕн килĕсене пăрахса хăварма тивнĕ, 220 пин хăвĕн çĕршывне пăрахса урăх çĕре куçнă. Израильте тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх хăйсен килĕсене 300-500 пин çын пăрахса кайнă.
Ливанта пурĕ 145 кĕперпе эстакадăна, 32 автомобиль заправкине, 7 000 çурт, 29 инфраструктура объектне (вĕсен шутĕнче аэропортсем, тинĕс порчĕсем, электростанцисем, шывпа тивĕçтерекен станцисем) аркатнă.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/0/0a/2006crisis_lebanon_israel.png/220px-2006crisis_lebanon_israel.png)
Хирĕçӳ вăхăтĕнче «Хезболла» Израиль тăрăх пин ытла реактивлă снаряд янă. ЦАХАЛ пайĕсем 100 пин артиллери снарядне усă курнă, Израиль авиацийĕ 12 пин ытла Ливана сирпĕтме вĕçсе тухнă.
Ливана пурĕ 6 милиард долларлăх сиен кӳнĕ. Израиле кӳнĕ сиен тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 1,6-5,5 милиарод долларпа танлашать.