Контент патне куҫ

Израиль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Израиль, официаллă ячĕ Израиль патшалăхĕ (ивр. מדינת ישראל, арап. دولة اسرائيل) — Азин кăнтăр-анăçĕнчи, Вăтаçĕр тинĕсĕн тухăç çыран çĕрĕсенчи патшалăх. Çурçĕрте Ливанпа, çурçĕр-тухăçенче — Сирипе, тухăçра — с Иорданипе, кăнтăр-анăçра — Икĕпатпа чикĕ тытать.Тĕп хули - Иерусалим.

1947 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче ПНО Генераллă Ассамблейин йышăннă 181-мĕш №-лĕ резолюцийĕн йĕркипе, (вул. Палестинăна ПНО планĕпе пайлани) 1948 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Ирĕклĕх Деклараципе килĕшӳллĕ, Израиль еврейсен патшалăхĕ шутланать.

Ӳкерчĕк:Angel and Jacob.jpg
Пирĕштипе çапăçакан Иаков
Израиль çĕрĕсем

Израиль Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, çĕршывăн çĕрĕсем анăçра — Вăтаçĕр, кăнтăрта — Хĕрлĕ тинĕсĕсене тухать, тухăç ра çĕршыв чиккин йĕрĕ Иордан шывĕ юххипе пырать.

Премьер-министрĕсемЕртнĕ çулсемПремьер-министĕсемЕртнĕ çулсем
Давид Бен-Гурион1948-1954Ицхак Шамир1986-1992
Моше Шарет (Черток)1954-1955Ицхак Рабин1992-1995
Давид Бен-Гурион1955-1963Шимон Перес1995-1996
Леви Эшколь1963-1969Беньямин Нетаньяху1996-1999
Игаль Алон1969-1969Эхуд Барак1999-2001
Голда Меир1969-1974Ариэль Шарон2001-2006
Ицхак Рабин1974-1977Эхуд Ольмерт2006-2009
Менахем Бегин1977-1983Беньямин Нетяньяху2009 çултан
Ицхак Шамир1983-198411
Шимон Перес1984-198622

Физикăпа географи пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геологипе рельефĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сахне

Израильте субтропик вăтаçĕр тинĕс климачĕ хуçаланать. Галилейре çул хушшипе 1080 мм нӳрĕк ӳкет. Эйлаттаврашĕнче вăтамран çул хушши 20 мм çеç ӳкет. 700 мм — Иудей тăвĕсем çинче, 100 мм — Негевĕн тухăçĕнче.

Температура питĕ улшăнуллă, уйрăмах хĕл кунĕсенче. Ту çĕрĕсенче сивĕ, хăш чух юр çăвать. Хермон тăвĕн тăрри çулĕпе тенĕ пекех юр пĕркеннĕ, Иерусалимра пĕрре те пулин юр çăвать.[1] Çав вăхăтрах тинĕс çум хулисенче — Тель-Авивпа Хайфăра — вăтаçĕр тинĕс климачĕ тăрать: сив çумăрлă хĕлпе тăсăлăвлă шăрăх çусем. Азири чи шăрăха (53,7 °C, е 129 °F) 1942 çулта Иордан айлăмĕнчи Тират Цви кибуцĕ çумĕнче палăртнă. Çу-авăн уйăхĕсенче нӳрĕк сайра ӳкет.

Шыв янтă пуррисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Эйн Шокек

Шыв янтă пурлăхĕ çĕршывра çителĕксĕр.


Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Израиль халăх йышĕн улшăнăвĕ (1949—2008)

Патшалăхра пĕтĕмпе 7.750 пин çын ( 2010 ) пурăнать, чылайăш еврейсем ( 5.840 пин çын ; 75,3 % ) тата арабсем ( 1.588 пин çын ; 20,5 % )

Рамат-Гана стадионĕ, Израилĕн чи пысăк стадионĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Израилĕн официаллă сайчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]