France Football

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
France Football
Ӳкерчĕк:France Football обложка.jpg
2005 çул номерĕ, Роналдиньо хăйĕн «Ылтăн пӳскипе».
Специализаци: футбол журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ: эрнере пĕрре
Кĕскетнĕ ячĕ: FF
Чĕлхе: франс
Тĕп редакторĕ: Denis Chaumier
Кăларакан (патшалăх): (Франци)
Тираж: 212 713 экз. (2004)
ISSN: 0015-9557

Веб-сайт: http://www.francefootball.fr/

«France Football» — кашни эрнере (ытларикунпа эрнекун) футбол пирки пĕтĕм тĕнчери çĕнĕ хыпарсене пĕлтерекен франс журналĕ. 1946 султанпа тухать. Европăри спорт кăларăмĕсем хушшинче, уççăн каласан, еврокубок матчĕсем çинчен фоторепортажсемпе статистика хыпарĕсене, çаплах Европăри лигăсенчи ăмăртусене кăтартнине пула, чи сумли шутланать[1].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«France Football» журнал 1927—1944 çулсенче пичетленнĕ, вăхăтлăха Францин футбол федерацин çуррине май официаллă пичет органĕ пулнă «Football» журналран «тухнă»[2]. Пĕрремĕш номерĕ 1946 çулта кăрлачăн 8-мĕшĕнче кун çутине курнă. 1977 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа сăрланă хуплашкапа, страницисене хытарнипе тухнă. Шалти страницисене пĕр тĕспе çеç пичетленĕ, анчах та юлашки вунă çул хушшинче чылай страницине тĕрлĕ сăрпа капăрлатма тытăннă. 1998 çулта утăн 14-мĕшĕнче, тĕнчери футбол чемпионачĕн финалĕнче Франци команди çĕнтернĕ хыççăн 2 кун иртсен (520000 экземпляр сутăннă).

1974 - 1982 тата 1997 - 2013 çулсенче эрнере (ытларикунпа эрнекун) тухма тытăннă — 1978—1982 çулсенче эрнекунхи кăларăмне France Foot 2 тенĕ — 2013 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа, ытларикун кăна пичетленнĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче (№ 3587) пуçласа юнкун тухать[3].

2008 çулта чӳкĕн 3-мĕшĕнче, Francefootball.fr журналăн веб-сайчĕ çинче кашни эрнере информаци бюллетенĕ тухма тытăнать.

Чыслава йĕркелени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Журнал «Ылтăн пӳске» футбол премине йĕркеленĕ. Чыслава «France Football» журналăн тĕп редакторĕ Габриэль Ано шутласа кăларнă, вăл хăйĕн ĕçтешĕсене Европăри 1956 çулта чи лайăх футболиста суйлама чĕннĕ (çак приза пĕрремĕш «Блэкпул» футболисчĕ Стенли Мэтьюз тивĕçнĕ[4])

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ [1]. — Greenwood Publishing Group, 1991. — ISBN 978-0-313-26121-3
  2. ^ France Football № 3500; 7.5.2013
  3. ^ France Football от 21 января 2015, с. 3
  4. ^ Ronaldo joins legendary list // BBC Sport, 1.12.2008

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:«Ылтăн пӳске» çĕнтерӳçисем