REGNUM

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Regnum пăхăр.

REGNUM (лат. regnum — патшалăх) — Раççее тата ют çĕр-шывсене хыпарпа тивĕçтерекен патшалăх тытăмĕнче тăман федераци шайĕнчи хыпар агентстви. Хыпарсене штатри корреспондентсем, тăван агентствисем тата партнерĕсем пухаççĕ. REGNUM ИА Раççейри пур региона, Европăри, Вăтам Азири çĕр-шывсене тата Кавказ Лешьен çĕрĕсене хыпар сарать.

Кунсерен Раççейре тата ют çĕр-шывсенче тăрăшакан 150 корреспондент агентствăна 700 яхăн хыпарпа тивĕçтерет. Çĕнĕ хыпарсене темăсемпе, федераллă тăрăхсемпе, регионсемпе, сюжетсемпе уйăрса параççĕ[1]. Агентствăн корреспонденчĕсем тĕрлĕ çĕр-шывсенче ĕçленĕрен Раççейре тата СНГ çĕр-шывĕсенче пулса иртекен тĕп пулăмсене вулакан патне хăвăрт илсе çитерме майсем пур.

REGNUM тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

REGNUM шутне çак хыпар агентствисем кĕреççĕ: REGNUM-ВолгаИнформ 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. (Самара-Шупашкар), СеверИнформ (Вологда), REGNUM-Архангельские новости 2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. (Архангельск), регионсенчи проектсем: REGNUM-Центр (Брянск,Смоленск), REGNUM-MurmanNews 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. (Мурманск), REGNUM-MariNews 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (Йошкар-Ола), REGNUM-Алтай 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. (Барнаул), REGNUM-Приморье 2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. (Владивосток).

Унăр пуçне REGNUM хыпар агентствин тытăмĕнче - Раççей тата ют çĕр-шыв регионĕсенче тĕпленнĕ редакцисем.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

REGNUM хыпар агентствине 2002 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Борис Соркин [2] никĕсленĕ (REGNUM агентство системи хăйĕн ĕçĕ-хĕлне вара 1999 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчех пуçарса янă). Агентствăна никĕсленĕренпе 2003 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕччен REGNUM ИА тĕп редакторĕ Модест Колеров пулса ĕçленĕ, кайран ăна Константин Казенин ылмаштарнă. 2007 - 2009 çулсенче агентствăн тĕп редакторĕ пулса Виген Акопян тăрăшнă, ун хыççăн ĕçе каллех Модест Колеров пуçăннă.

REGNUM / РЕГНУМ — регистрациленĕ тавар палли.

Пĕтĕм тĕнчери ЕЖЕ интернет ĕçченĕсен канашĕ ирттерекен РОТОР конкурсра агентство сайчĕ икĕ хутчен (2005, 2006) «Информационный сайт года» ята тивĕçнĕ.

«Рунет премине» 2006 çулта тивĕçнĕ.[3]

Раççей халахĕсен хутшăнăвĕ тата этнос аталанăвĕ темăна чи лайăх кăтартса панăшăн Пĕтĕм Раççейри массăллă хатĕрсен «СМИротворец-2008» конкурс çĕнтерӳçи.[4]

Рунетри аудиторийĕ тата вырăнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

LiveInternet палăртнă тăрăх,агентствăн уйăхри аудиторийĕ - 4 млн 300 пин ытла çын [5].

TNS Gallup Media компани тĕпчевĕпе[6] килĕшӳллĕн, Мускавра REGNUM ИА ытларах ертӳçĕсемпе специалистсем вулаççĕ (72 %)[7] (Yandex-хыпарĕсен ку кăтарту — 63 %, NEWSru.com — 64 %)

МАСМИ-Россия компани[8] 2006 çулхи чӳк-раштав уйăхĕсенче Рунет аудиторийĕн 11-мĕш «ОнЛайн Монитор» тĕпчевне ирттернĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн REGNUM хыпарĕсемпе ытларах ертӳçĕсем паллашаççĕ[9] (REGNUM ИА вулаканĕсем - 28,3 %, Рунетăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ - 20,3 %). Професси тĕлĕшĕнчен агентство хыпарĕсемпе ытларах журналистсем, патшалăх ĕченĕсем, строительствăра тăрăшакансем, телекоммуникации тата транспорт компанийĕсенче ĕçлекенсем, банкирсем, юристсем тата ыттисем те паллашаççĕ.

Медиалогия компани 2006 çулта ирттернĕ тĕпчев тăрăх, массăллă хатĕрсенче тăтăш цитатасенче усă куракан ТОП-10 информ-агентство йышĕнче [10], REGNUM тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Агентствăна ытларах регион кăларăмĕсенче асăнаççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Раççей тата совет информаци агентствисем