Çĕрпӳ хыпарçи (хаçат)
Çĕрпӳ хыпарçи (хаçат) | |
Тĕс | Эрнере икĕ хут, çырăнмалла |
---|---|
Формат | А3 |
Кăларакан | [[]] |
Редактор | И. М.Саландаев |
Никĕсленĕ | çурла, 3 1932 |
Чĕлхе(сем) | чăвашла |
Тираж | 2000 яхăн экз. |
Веб-сайт | zivizd.cap.ru |
Çĕрпӳ хыпарçи (выр. Цивильский вестник) — Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕн хаçачĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш кăларăмĕ 1930 çулхи нарăсăн 3 пичĕтленсе тухнă. Вăл вăхатра унăн редакторĕ Ильин пулнă, хаçатăн тиражĕ 1 пинпе танлашнă. Пĕрремĕш кăларăма Шупашкар типографиĕнче пичĕтлесе кăларнă. 1930 çулхи чӳкĕн 7 хыççăн эрнерен пĕрре тухса Çĕрпӳ хулинче пичĕтленме пуçланă. Редакци ун чухне _Çĕрпӳ хули, Хĕрлĕ площадь_ адреспа вырнаçнă пулнă.
1931 çулхи пуш уйăхĕн 11-пе 1932 çулхи пуш уйăхĕн 3-ччен редактор вырăнĕнче П. О. Осипов пулнă. 1931 çул пуçламăшĕнче хаçат тиражĕ 1 800 пулнă. Хаçата куллен сырса тăракансен шучĕ 250 çынпа танлашнă.
1932 çулхи утă уйăхĕн 20 хаçатăн 100-мĕш номерĕ тухнă. 1936 çулта тиражĕ 1420, 1938 çулта 1010 пулнă. Хаçат ку вăхатра эрнере икĕ хут, икĕ полоса çинче тухнă.
1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 21 хаçат хаçата «Колхоз çулĕпе» ячĕ вырăнне çĕнĕ ят панă — «Сталинец».
1939 çулхи утă уйăхĕн 6 хаçатăн пинĕмĕш номерĕ тухнă. 1944 çулта тираж 2100 пулнă, эрнере пĕрре тухса пынă.
1956 çулхи чӳк уйăхĕн 7 хаçат ятне «Октябрь çулĕ» çине улăштарнă.
1953 çулхи çу уйăхĕн 9 хаçатăн икĕ пиннĕмĕш номерĕ тухнă. 1955 çулхи нарăсăн 3 хаçат тухма пуçланăранпа 25 çул çитнине палартнă, хаçатăн 1250-мĕш номерĕ пичĕтленсе тухнă. Ку вăхăтра хаçат эрнере икĕ хут чăвашла тухнă.
1959 çулта район пысăкланнипе хаçатăн тиражĕ 3 пине ӳснĕ. Ку çултанпа хаçат уйрăммăн вырăсла тухма пуçланă.
1961 çулхи ака уйăхĕн 9 хаçатăн 3 пиннĕмĕш номерĕ тухнă.
1963-1964 çулсенче хаçат чăвашла çĕç тухнă. 1965 çулта хаçат тиражĕ 6496 çитнĕ. 1965 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа хаçат каллех вырăсла тата чăвашла (уйрăммăн) тухма пуçланă. Петĕмĕшле тиражĕ — 5130.
1967 çулхи авăн уйăхĕн 23 хаçатăн 4 пиннĕмĕш номерĕ тухнă.
1971 çулхи нарăсăн 26 хаçатăн 5 пиннĕмĕш номерĕ тухнă. Тиражĕ — 6865, вĕсенчен 5295 чăвашла, 1570 вырăсла.
1980 çулта хаçатăн 50 çул тултарнине палăртнă чухне хаçатăн тиражĕ чăвашла 5380, вырăсла 2000 патнелле пулнă.
1980 çулхи утă уйăхĕн 24 хаçатăн 7 пиннĕмĕш номерĕ тухнă.
1990 çулхи раштав уйăхĕнче хаçат редакциĕ Ленин урамĕ, 21 вырăнне Ленин площачĕ, 2а адреса куçнă. Хаçат тиражĕ ку вăхăтра 7622 пулнă.
1991 çулхи авăн 28 хаçата хальхи «Çĕрпӳ хыпарçи» ята панă. 1993 çулхи утă уйăхĕн 13 хаçатăн 8 пиннĕмĕш номерĕ тухнă. 1994 çулхи пуш уйăхĕн 24 хыççăн хаçат чăвашла тата вырăсла эрнере виçĕ хут тухма пуçланă.
1995 çулта хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнăранпа 65 çул çитнине палăртнă чухне редакци çĕнĕ çĕре куçнă: Çутĕç урамĕ, 41.
2002 çулта "Çĕрпӳ издательство çурчĕ" ГУП туса хунă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Редакторĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăвашла хаçат-журнал |
|
---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Чĕмпĕр облаçĕ: Атăл юрри | Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Ял пурнăçĕ | Туслăх | Пушкăрт Республики: Урал сасси | Аургазă хыпарçи | Самар облаçĕ: Самар ен |