Çĕнтерӳшĕн (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнтерӳшĕн (хаçат)
Формат А3
Редактор С.В. Быков
Никĕсленĕ нарăс, 5 1932
Чĕлхе(сем) чăвашла

Тираж ??? экз.
Веб-сайт zapobedu21.ru

Çĕнтерӳшĕн (выр. За победу) — Чăваш Енри Йĕпреç районĕн хаçачĕ.

Паянхи кун Йĕпреç районĕн хаçачĕ «Çĕнтерӳшĕн» ятпа тухса тăрать. Унăн тĕп редакторĕ − К.Д. Алимасов. «Йĕпреç райхаçат редакцийĕ» РГУ коллективĕ 12 çынна пĕрлештерсе тăрать.

Яваплă секретарь − Быков С.В.

Фоторкорреспондент − Димитриев Д.Д.

Компьютер уйрăмĕн редакторĕ − Раймова Г.И тата ыттисем те.

Хаçат кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1932 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Йĕпреç район хаçачĕн (Çĕнĕ пурнăç» ятпа) пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухать. Унăн редакторĕ − Чăваш-Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Илья Кузмич Корнилов пулнă. Анчах та хаçат вырăнти типографии пулманнине кура çулталăк çурă хушши Канаш тата Улатăр типогрфийесенче пичетленсе тухнă. Унăн тиражĕ вăл вăхăтра 600 экзмпляртан иртеймен.1932 çулхи çу уйăхĕнчен «Çĕнĕ пурнăç» «Колхоз пурнăçĕ» ятпа 20 çул хушши тухсап тăрать. Çак йывар вăхăтра унăн тĕп редакторĕ пулса Петр Степанов ĕçлет.

1953 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа хаçат «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» ятпа, тепĕр 5 уйăхран вара вăл вырăсла та, чăвашла та тухма пуçлать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]