Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП)
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çип (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП), вырăсла ăна Свободная ассоциация писателей (САП) теме йышăннă[1] — чăваш çыравçисен юридицилле сăпат пулса тăмасăр 2015-мĕш çулта йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕ. Ертÿçи — Родионов Виталий Григорьевич.
Пĕрлĕх пайташĕсем[2][3]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Упаççи Станислав Алексеевич — литература тĕпчевçи
- Чиндыков Борис Борисович — прозăçă, драматург
- Хусанкай Атнер Петрович — филолог, литература критикĕ
- Шеремет, Ион — новеллăçă, драматург
- Родионов Виталий Григорьевич — поэт, литература тĕпчевçи
- Юмарт Геннадий Фёдорович — поэт, литература тĕпчевçи
- Романова Зоя Васильевна — куçаруçă
- Иванов, Илле — новеллăçă, публицист
Мĕнпе палăрма ĕлкĕрнĕ?[1]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ тĕнчери конкурсăн чăваш тапхăрĕсене ирттерни («Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ» юридици сăпачĕ йĕркелесе ĕçлекен пĕтĕм тĕнчери халăх пĕрлĕхĕпе пĕрле (штаб-хваттерĕ Турци Республикин тĕп хулинче Анкарара вырнаçнă, ертӳçи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ăслăхĕсен докторĕ)
- Самар облаçĕнчи Шикун районĕнчи Мулеккел, Питреккел ялĕсене, Хаккас республикинчи Доможаково ялне шефа илни
- Асăннă Шикун районĕнчи Чăваш культура автономийĕпе пĕрле Мулеккелте пытарнă Мĕтри Ваçлейĕ ячĕпе ĕçтăвăмсем йĕркелесе ирттерни
- Митта Ваçлейĕн премине парас ĕçе хутшăнни
- Литературăпа çыхăннă тĕнчери канашлусене, вăл шутра çамрăк çыравçăсене, хутшăнни.
- Уникаллĕ кĕнекесем кăларас енĕпе пуçару (сăмахран, Иосиф Трерăнне).
Çăлкуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чиндыков, Борис. В ЧУВАШИИ УЧРЕДИЛИ СВОБОДНУЮ АССОЦИАЦИЮ ПИСАТЕЛЕЙ 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — «Ирĕклĕ сăмах» сайт, 04.05.2015 08:31
- Родионов, Виталий. КАШКАР МАХМУЧĔ ЯЧĔЛЛĔ КАЛАВСЕН ĂМĂРТĂВНЕ ХУТШĂНМА ЧĔНЕÇÇĔ 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — «Ирĕклĕ сăмах» сайт, 25.05.2016 18:08
- Илле <Иванов>. Стокгольм синдромĕ 2020 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. — «Ирĕклĕ сăмах» сайт, 01.04.2016 14:58 (статьян питĕ кĕске варианчĕ Шупашкарта тухса тăракан «Хыпар» хаçатра 2015 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ)
- Смирнова, Надежда. Çыракана та пулашу кирлĕ — «Хыпар» хаçат сайчĕ, 30 Кăрлач, 2016
- Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн (ÇИП) ертӳçи В.Г.РОДИОНОВ. 2018 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 19-мĕшĕ. Шупашкар хули. ( Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»).ЧĂВАШЛА КАЛАВ ÇЫРСА ПĔТĔМ ТĔНЧЕ ШАЙĔНЧЕ ĂМĂРТМА ЙЫХРАВЛАТПĂР! — Сувар, 21 июнь 2018 - 10:24
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Кондратьева, Элла. Литература — дело одиноких людей" — ИдельРеалии сайт
- ^ Ятсене алфавитпа мар, «ăнсăрт» текен меслетпе черетлесе тухнă
- ^ Борис Чиндыковăн «Çăлкуçсем» секцире кăтартнă хыпарĕ тăрăх.