Чиндыков Борис Борисович
Борис Чиндыков | |
Çуралнă чухнехи ят: | Борис Борисович Чиндыков |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Çурла, 1, 1960 |
Çуралнă вырăн: | Палтай ялĕ, Етĕрне районĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | драматурги, проза, поэзи, публицистика, тăлмач ĕçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1987 - х.в. |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Чыславсем: | Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парни |
Чиндыков Борис Борисович ( 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ Чăваш АССР, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕ çур.) — чăваш драматургĕ, прозăçи, сăвăçĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1990 ç.). 1993 çулта «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесишĕн Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парнине тивĕçлĕ пулнă[1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Чăваш АССРĕн Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралнă.
Мускавра А. М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче (1984) вĕренсе тухнă[2]. Чăваш республики Çыравçисен Пĕрлешĕвенче литература консультанчĕ (1985—1988), «Тăван Атăл» журналăн литература тишкерĕвĕпе публицистика пайĕн пуçлăхĕ (1988—1989), Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче консультант, «Лик Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ (1994—1997) вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Хăй вăхăтĕнче «Аван-и» (1990—1993) тата «Реклама и объявления» (1992—1993, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тăрать) хаçатсем кăларнă.
Чăваш рекламин чи талантлă креаторĕ тата копирайтерĕ шутланать. ЧАП парти ятне, «Сансăр» тата «Teen/Тин» юрă ушкăнĕсен ячĕсене, «Аван-и» хаçат ятне, шутласа тупнă, Чуваш.ру сайта уçнă.
1996—2007 çулсенче Мускавра тĕрлĕ турккă фирмисенче куçаруçă, янрав менеджерĕ тата директорĕ пулса ĕçленĕ.
2009 çулхи пуш — 2010 çулхи юпа уйăхĕсенче «Тăван ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ, «ТЕ»-не Шупашкар район хаçатĕнчен республикипех сутăнакан «Шупашкар ен хаçачĕ» туса хунă, эрнере пĕрре тухакан таблоид çулĕ çине тăратнă; «ТЕ»-пе пĕрле редакци çĕнĕ хаçат — вырăсла «Причебоксарье» кăларма пуçланă.
Хăй çырнисĕр пуçне, чăвашларан тата турккăлларан вырăсла, çавăн пекех вырăсларан, акăлчанларан, турккăлларан чăвашла чылай куçарнă.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чӳк уйăхĕ» (калавсем, 1987);
- «Çурçĕр хыççăнхи апатлану» (калавсем, драмăллă хайлав, 1992);
- «Урасмет» (трагеди, 1993);
- «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» (пьеса, 1995);
- «Хура чĕкеç» (монодрама, 2003);
- «Шведский стол» (драма, 2003);
- «Тухса кайиччен» (проза, драматурги, 2009);
Пьесăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Алăксем умĕнче» (драма, 1995);
- «Çĕр хăйăрĕн тусанĕ» (пьеса, 1981);
- «Хупланнă тĕкĕрсем» (драма, 1997;
- "Урасмет" (историлле трагеди)
- "Масаркасси ясарĕн 77-мĕш матки" (камит)
- "Сарă хĕр Нарспи" (мюзикл либретти)
- Çатан карта çинчи хура хăмла çырли
Калавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Ăçта каян, чĕкеç...» (калав)
- «Hotel Chuvashia» (калав)
- «Нараста» (калав, 1990);
- «Пуçăм ыратать» (калав, 1988);
- «Бобби» (калав, 1988);
- «Тухса кайиччен» (калав, 1988);
- "Хутлă канфет" (калав, 1988);
- «Йĕпхӳ» (калав);
- «Элчел: love story» (калав, 1982);
- "Кĕлчечек" (калав, 1983)
Публицистика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Уроки чувашского» (1984, «Молодой коммунист»)
- «Малалла каяс тесен...» (1988, "Тăван Атăл")
- «Двуязычие как оно есть: взгляд с чувашской колокольни» (1988, "Радуга/Vikerkaar", Таллинн)
- "Хушшăмăрти чикĕсем çинчен" (1989, "Паянтан")
- «Двуязычие и национальный вопрос» (1989, "Советская Чувашия")
- «Хроника одного года. Репортаж из 37-го года» (1988, "Молодой коммунист")
- «Чăваш поп-музыкин историйӗ: умтапхăр» (1990)
- «Выпала... Никто не заметил?» (2003, «Республика»)
- «Время и пространство ЧНК» (2005, www.forum.msk.ru)
- «Инсульт российской демократии, или зачем Кремлю переназначать Федорова президентом Чувашии?» (2005, www.forum.msk.ru)
Куçарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ф.М.Достоевскийĕн «Марей мушик» (калав)
- Оскар Уайльдăн «Тĕлĕнтермĕш юмахсем»
- Анатолий Рыбаковăн «Арбат ачисем» (роман)
- Назым Хикмет. Сăвăсем
- Ĕстимĕр Инче. Сăвăсем
- Оярс Вациетисăн «Çулпуçăмăра чĕртсе тăратни» (поэма)
- Муххаммад Салих. Сăвăсем
- Эка Бакрадзе. Сăвăсем
- Рей Бредберин «Ракета» (калав)
- Юрга Иванаускайтен «Лантăш çулĕ» (калав)
- Петр Железновăн «Классикăлла музыкăна юратни» (калав)
Чăвашла/вырăсла куçарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» хайлавĕ (Береза Угахви)
- Хветĕр Уярăн «Кĕрхи çумăр» романĕ (Поздний дождь)
- Александр Артемьевăн «Сĕрĕм» повĕçĕ (Угар)
Эстрада юррисен сăввисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Пĕчĕк тăлăх хĕрачам»
- «Пĕчĕк калаçу»
- «Пукане»
- «Йăнăш ăнлантăн»
- «Эпĕ шутланăччĕ»
- «Амăшĕсем»
Вырăсла ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Ежевика вдоль плетня» (Çатан карта çинчи хура хăмла çырли, драма, 1994);
- «Ужин после полуночи» (Çурçĕр хыççăнхи апатлану, драма, 1992)
- «Шведский стол» (Швед сĕтелĕ, пьеса, 1996);
- «Царский сад» (Патша сачĕ, ачасем валли çырнă пьеса, 1996);
- «Рассказы» (Калавсем, 1997);
- «Возвращение хана» (Хан таврăнни, калав, 2000);
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Афанасьева Е. Чăваш драматургийĕнчи трагеди / Е. Афансьева // Тăван Атăл. — 2007. — № 9. — С. 153—154.
- Сачкова Л. Эреветлĕ-теветлĕ «Хура Чĕкеç», пăчăнтăр-р-р… / Л. Сачкова // Хыпар. — 2005. — 29 утă.
- Романова З. В. Борис Борисович Чиндыков: 1960. «Ежевика…» — пьеса-айсберг / З. В. Романова // Писатели. — Чебоксары, 2008. — Т. 6. — С. 333—342.
- Хузангай А. П. Чиндыков Борис Борисович / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 462.
- Чиндыков Борис Борисович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 487.
- [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkst_0_0000017.pdf Борис Чиндыков: опыт реконструкции
чувашского мира] 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 50 лет со дня рождения Чиндыкова Бориса Борисовича (1960) 2014 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Борис Чиндыкова «Ирӗклӗх» ҫуралнӑ кунпа саламлать
- [http://www.elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkst_0_0000017.pdf Борис Чиндыков: опыт реконструкции
чувашского мира] 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Етĕрне районĕнче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕсем
- Раççей çыравçисем
- СССР тăлмачĕсем
- СССР драматургĕсем
- СССР сăвăçисем
- СССР çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Чăваш драматургĕсем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Çурлан 1-мĕшĕнче çуралнисем
- 1962 çулта çуралнисем
- Халĕ пурăнакансем
- Нарспи