Контент патне куҫ

Европăна вăрлани (Рембрандт ӳкерчӗкӗ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Европăна вăрлани (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Рембрандт Харменс ван Рейн
Европăна вăрлани, 1632
пир, Çуллă сăрă. 64.6×78.7 см
Гетти музейĕ,(инв. 95.PB.7), Лос-Анджелес

«Европăна вăрлани» — Рембрандт Харменс ван Рейнăн 1632 çулта çырнă ӳнер ĕҫӗ.

Каласа пани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк сюжетне Рембрандт авалхи грек халаплăхĕнчен илнĕ. Зевс Европăна, финики патшин — Агенорăн хĕрне савнă та хитре вăкăр пулса тинĕс хĕрринче уçăлса çӳрекен хĕрсем патне пынă. Хĕрсем вăкăрпа выляма тытăннă, мăйракисем çине чечек кӑшӑлӗсем çакнă. Европа вăкăр çурăмĕ çине ларнă, лешӗ вара тинĕсе сикнĕ те патша хĕрне Крит утравĕ çине вăрласа кайнă, унта Зевса качча тухнă, каярах виçĕ ывăл çуратнă.

«Европăна вăрлани» ӳкерчĕке Рембранд Амстердама 1631 çулта ĕçлесе пурăнма куçсан çырнă. Кунта вăл пусмана барокко стилĕпе çырма пуçлать те хăйĕн манерне шутласа кăларать, çакăншăн ăна Рубенспа танлаштарнă. Рембрандт нихăçан та Италире çӳремен, итальян маçтăрĕсем патĕнче вĕренмен пулсан та, вĕсен пултарулăхĕ сĕмĕнче пулнă (тĕслĕхрен, Тициан), мифологи темисемпе темиçе ĕçе — вĕсен хушшинче «Европăна вăрлани» те — хайланă. Ӳнер ĕçне холландсен Жак Спекс (гол. Jacques Specx) паллă купси укçа панипе çырнă[1]. Ун хыççăн ӳкерчĕк нумай хутчен хуçана улăштарнă:

  • Comtesse de Verrue (13.1.1653 — 27.3.1773);
  • Duc de Luynes (27.3.1773 — 21.11.1793);
  • Duc ge Morny (21.11.1793 — 31.5.1865);
  • Princess de Broglie (31.5.1865 −1909);
  • Thomas Agnew (1909-па (Лондон));
  • Leopold Koppel (Берлин);
  • Paul Klotz (Нью-Йорк)[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Alix Wood Rembrandt Van Rijn. — Artists Through the Ages Series. — The Rosen Publishing Group, 2014. — ISBN 9781615339167
  2. ^ The J. Paul Getty Museum The J. Paul Getty Museum Journal: Volume 24. — Getty Publications, 1997. — ISBN 9780892363971