Европа шашки
Курӑнакан калӑплав
Европа шашки - 30-40 сантиметр тăршшĕ. Хӳри 12-14 сантиметра çитет. Шашкă 550-800 грамм таять. Ку йышши шашкă вăрманти юханшыв хĕрринче пурăнма кăмăллать. Шашкă çулла пулă, тĕрлĕ моллюск, шапа тытать, шăши çиет, кайăк йăвисене тустарать, хурт-кăпшанкă пуçтарать. Хăрушлăха туйсанах шыва чăмать, йывăç тымарĕ айне пытанать, унта 2 минут таран сывламасăр выртать. Кирлĕ пулсан шывран тухса сывласа илет те каллех каялла пытанать. Шашкă апата каçхине е ирпе ирех тухать. Йăвине çыран хĕрринче 1,5 метр тарăнăшĕнче тăвать, йăваран тӳрех шыва тухмалли çул ăсталать. Ами çу е çĕртме уйăхĕсенче 3-7 çура тăвать. Çурисем 2-3 уйăхран хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Европа шашки Викиампарта? |
Викитĕссенче çак темăпа хыпар пур
- ARKive - Европа шашкин ӳкерчĕкĕсемпе видеосем (Mustela lutreola) 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Европа шашкине упрамалли план 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |