Ефремов Георгий Осипович
Ефремов Георгий Осипович, — прозаик. 1912 çулхи çу уйăхĕн 12 халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шанарпуç ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.
1985 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1954 çулта педагогика ăçлăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. 1971 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ шкул вĕрентекенĕ ятне тивĕçнĕ.
Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ, икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарта педтехникум тата пединститут пĕтернĕ. Чăваш педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Пединститутра математика вĕрентнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фантастика повеçĕсем çырнă. Çавна май вăл тата 20 ытла ăçлăлăх ĕçĕсене çырнă.
Вал çырнă фантастика повĕçĕсем:
- «Улшăннă çанталăк» (1950);
- «Тимĕр тыткăнран» (1969, 1985);
- «Çутă ĕмĕт» (1979);
- «Çĕр тĕнĕлĕ»;
- тата ыттисем
Математикăна тата ытти предметсене шкулта вĕрентес ыйтупа çырнă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Г.О.Ефремов чăн малтанах çыравçă пек паллă. Çырав ĕçĕсем — фантастика тата ăслав-фантастика жанрĕпе çырнăскерсем. Çапла вара вĕсем хайсемех, çав хайлавсем, çынсен математика тата ытти ăçлав пĕлÿлĕхне ÿстерме пулăшнă. Анчах та Г.О.Ефремовăн ăславпа тÿреммĕн çыхăннă ĕçĕсем те пур.
- Ефремов, Георгий Осипович. Арифметические основы математических машин [Текст] / Г. О. Ефремов, 1962. - 18 с. с.
Г.О.Ефремов ку тĕлĕшпе мĕн туни пирки ак çак публикацисенче те вуласа пĕлме пулать:
- Георгий Осипович Ефремов : (к 90-летию со дня рождения) // Проблемы и методы преподавания математики, физики и информатики : сб. науч. ст. – Чебоксары, 2007.
- Ефремов Георгий Осипович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 113-114.