Контент патне куҫ

Ион Шеремет

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ион Шеремет
Çуралнă вăхăт: 1969 çул
Çуралнă вырăн: Кĕçĕн Шемертен ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, прозăçĕ, драматургĕ
Жанр: повеç, калав, пьеса

Ион Шеремет (паспорчĕпе Васильев) (1969 çул, Кĕçĕн Шемертен ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи.

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче çуралнă, ачалăхĕ çав районти Автанçырми ялĕнче тата Шупашкарта иртнĕ.

Хальхи вăхăтра Шеремет — «Chuvash.ru» портал хуçи тата администраторĕ.

Шупашкарта пуçласа «Техника съема» эссепе 1990 çулта чапа тухнӑ, унта вăл, хăй пурнăçĕнчи юрату çыхăнăвĕсене тишкерсе, хĕрарăмсемпе мĕнле паллашса çывăхланмаллине çырса кăтартнă.

Хăй çырнисĕр пуçне, Шеремет хăй те литература паттăрĕ пулса тăнă (ун пирки Владимир Степанов постмодернист çыравçă 2 томлă «Эфемероптера каçĕ» роман [1]-ра çырса кăларнă), «Аван-и» хаçатра 1992 çулта пичетленнĕ.

Владимир Степанов, «Эфемероптера каçĕ» роман.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]