Аван-и (хаçат)
Аван-и | |
Никĕсленĕ | юпа, 1990 |
---|---|
Кăларма пăрахнă | çу - 1994 |
Чĕлхе(сем) | чăваш, вырăс |
Тираж | 2800—15 700 экз.[1] |
Хакĕ | 25 пус (1990) — 50 пус (1994) |
«Аван-и» (кĕскен, А-И")[2] — чăваш çамрăкĕсен Шупашкарта 1990 - 1994 çулсенче тухса тăнă контркультура хаçачĕ. "Чăвашъен" хаçатăн 1993 çулхи рейтингĕпе, "Аван-и" Чăваш Енре чи нумай цитатăланакан тата чи нумай тавлаштаран хаçат пулнă.
Тиражĕ тĕрлĕ вăхăтра 5-25 пин экземпляр пулнă. Укçапа сапланма май çуккипе хупăннă.
Хаçатăн дизайнĕпе калăплас ĕç-пуçне Ион Шеремет йĕркелесе пынă, бильд-редакторĕн ĕçне Геннадий Орков туса пынă.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтан икĕ эрнере пĕр хут, каярах эрнере пĕрре тухса тăнă, хăйне чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ пек палартнă. Йĕркелевçĕ тата кăлараканĕ Борис Чиндыков çыравçă пулнă, патшалăхран ирĕклĕ хаçат шутланнă. Авторĕсем хушшинче Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Владимир Корсаков, Мăрчак Кули, Ула Тимĕр тата ыттисем пулнă.
"Аван-и" хаçата тăтăшах латин шрифчĕпе усă курнăшăн тата "порнографишĕн" тапăннă.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ГУ «Архивы Чувашии». Календарь знаменательных и памятных дат на 2010 год. Тĕрĕсленĕ 19 Раштав уйӑхӗн 2010.
- ^ «Аван-и?» — тĕл пулсан чăвашла пĕр пĕрне ырă сунни, выр. (всё ли) хорошо?», акăл. Are you O.K.?
Чăвашла хаçат-журнал |
|
---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Чĕмпĕр облаçĕ: Атăл юрри | Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Ял пурнăçĕ | Туслăх | Пушкăрт Республики: Урал сасси | Аургазă хыпарçи | Самар облаçĕ: Самар ен |