Итĕлмен чĕлхи
Итĕлмен чĕлхи — Итĕлменсен чĕлхи, чукча-камчат ушкăнне кĕрет (хăш-пĕрисем кунпа килĕшмеççĕ).
Итĕлмен чĕлхи Камчатка çурутравĕ çинче сарăлнă пулнă. Хăш-пĕр авторсем (Г. Стеллер, Л. И. Шренк) çырнă тăрăх итĕлменсем çавăн пекех çурçĕрти Курил утравĕсенче те пурăннă. XVIII–XIX ĕмĕрсенче итĕлмен чĕлхепе калаçакансем виçĕ ушкăнран тăнă: тухăç (Лăпкă океанăн çыранĕ хĕррийĕ), кăнтăр (çурутравăн кăнтăр пайĕ) тата анăç (Охотски тинĕсĕн çранĕсем хĕрринче) ушкăнсем. Хальхи вăхата анăç енчи итĕлмен чĕлхи çеç сыхланса юлнă. Ку чĕлхепе калаçакансен йышĕ 400 çын патнелле. Вĕсенчен пурте вырăс чĕлхине те пĕлеççĕ.
Çыруллахĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Итĕлмен чĕлхи çинче литература çук.
1932 çулта итĕлмен чĕлхи валли латиница çинче çыруллăх тунă, букварьпе шут кĕнекине кăларнă. 1932 çулхи букварь тăрăх темиçе çул вĕрентнĕ, анчах та çĕнĕ алфавита хута кĕртнине пула 1930-мĕш çулсем вĕçнелле вăл кĕнекепе вĕрентме пăрахнă. Итĕлмен чĕлхи каллех çруллăхсăр чĕлхе пулса тăнă. Ку çур ĕмĕр таран тăсăлнă.
Латиница çинче никĕсленекен алфавит
A a | B в | C c | D d | E e | F f | G g | H h |
I i | Ь ь | J j | K k | L l | Ł ł | M m | N n |
Ŋ ŋ | O o | P p | Q q | R r | S s | T t | U u |
W w | X x | Z z |
1984 çулта çĕнĕ алфавита хута кĕртнĕ. Вăл хальхинче кирилица çинче никĕсленнĕ пулнă. 1988 çулта ăна РСФСР çутлăх министерстви йышăннă. Çапла вара 1988 çулта çĕнĕрен букваре, çĕнĕ вырасла-итĕлменле тата итĕлменле-вырăсла шкул сăмахсарĕсене хатĕрленĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш класра вĕренекенсем валли вĕренӳ кĕнекине кăларнă. 1993 çулта итĕлмен букварьне çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.
Халĕ итĕлмен чĕлхине пуçламăш классенче вĕрентеççĕ, анчах та вĕрентевçисем, вĕренекенĕсем пекех, чĕлхине пĕлмеççĕ.
Хальхи итĕлмен алфавичĕ
А а | Ă ă | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё |
Ж ж | З з | И и | Й й | К к | К’ к’ | Ӄ ӄ | Ӄ’ ӄ’ |
Л л | Љ љ | Ӆ ӆ | М м | Н н | Њ њ | Ӈ ӈ | О о |
Ŏ ŏ | П п | П’ п’ | Р р | С с | Т т | Т’ т’ | У у |
Ў ў | Ф ф | Х х | Ҳ ҳ | Ц ц | Ч ч | Ч’ ч’ | Ш ш |
Щ щ | Ъ ъ | Ы ы | Ь ь | Ә ә | Э э | Ю ю | Я я |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Итĕлмен чĕлхи (Вырăсла)
Палеоази чĕлхисем |
||
---|---|---|
Енисей | ||
Чукот-камчат |
чукот-коряк (алютор • карагин (†) • керек (†) • коряк (паланский • чукот) • ительмен (тухăç ительмен † • ительмен (анăç ительмен) • кăнтăр ительмен †) | |
Юкагир-чуван | ||
Эскимос-алеут | ||
Изолятсем | ||
† — çухалнă чĕлхесем (†) — тен, çухалнă чĕлхесем |