Камера кĕвви
Камера кĕвви (итал. camera — пÿлĕм), — юрăçсен е кĕвĕçĕсен пĕчĕк ушкăнĕ янратакан кĕвĕ калăпĕшĕ.
Камера кĕвви пысăках мар пÿлĕмсенче выляма меллĕ. Çавăнпа та кĕвĕ вылякансен шучĕ те пысăках мар. Кĕвĕ хатĕрĕсене ытла та хытă янраман сасăллисене суйласа илеççĕ. Тĕслĕхрен хĕлĕхлисене — ( квартетсем, квинтетсем, секстетсем, октетсем); чылай сайрарах вĕрсе вылямалли йывăç кĕвĕ хатĕрĕсем (Моцартăн кларнетпа хĕлĕхлисем валли квинтет ор.180; Бетховенăн фортепьяно, гобой, кларнет, фагот тата валторна квинтечĕ, ор. 16 тата ытти те).
Камера кĕвви оркестр кĕввинчен кĕвĕ хайлавĕне кашнин уйрăммăн вылянине кĕвĕ хатĕрĕ е сасă пĕчченшер янратнипе уйрăлса тăрать.
Камера кĕввин кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Камера кĕвви оркестр кĕввипе юнашар XVI - мĕш ĕмĕртен аталаннă, юрă кĕввинчен ытларах кĕвĕ хатĕрсемлĕ çемме туртăннă. Аслă кĕвĕ хайлавçисен витĕмне пула, çак кĕвĕ ÿнерĕн гармони, контрапункт тенĕ кĕвĕ калăпĕшĕсене тĕплĕн пĕлме хистекен тĕлĕ каярах пулса тухса чăмăртаннă. Уйрăмах Бетховен вăхăтĕнче камера хĕлĕхлĕ кĕвви е квартетлă кĕвĕ чи çÿллĕ шая аталанса çитнĕ.
Бетховен хыççăн камера кĕввине Шуберт, Мендельсон, Шуман, Брамс, Сен-Санс тата ытти те çырнă.
Раççейре çак ĕçпе Глинка, Рубинштейн, Чайковский, Бородин, Римский-Корсаков, Глазунов, Танеев, Афанасьев, Аренский, Направник ĕçленĕ. Çак ÿнере хавхалантарса аталанма тĕрлĕрен тĕрлĕрен ăмăртусем ирттернĕ — Патшалăх Вырăс Кĕвĕ Пĕрлĕхĕ тата Камера кĕвви пĕрлĕхĕ, унсăр пуçне кунтах романс, фортепьяно валли çырнă пысăках мар хайлавсем тата хĕлĕхлĕ кĕвĕ хатĕрĕсем валли те.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Камерная музыка // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Камера кĕвви Викиампарта? |
- Камерная музыка 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. // Риман Г. Музыкальный словарь [Пер. с нем. Б. П. Юргенсона, доп. рус. отд-нием]. — М.: ДиректМедиа Паблишинг, 2008.