Контент патне куҫ

Феликс Мендельсон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Феликс Мендельсон
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Якоб Людвиг Феликс Мендельсон Бартольди
Çуралнă вăхăт 1809 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Гамбург, Франци патшалăхĕ пăхăнтарувĕ
Вилнĕ вăхăт 1847 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ (38-ре)
Вилнĕ вырăн Лейпциг, Саксони патшалăхĕ
Патшалăх Феликс Мендельсон Германи
Профессисем кĕвĕ хайлавçи тата дирижёр

Якоб Людвиг Феликс Мендельсон - Бартольди (ним. Jakob Ludwig Felix Mendelssohn Bartholdy, 3 нарăс 1809, Гамбург - 4 чÿк 1847, Лейпциг) — еврей халăхĕнчен тухнă нимĕç кĕвĕ хайлавçи, пианист, дирижёрĕ тата кĕвĕ вĕрентекенĕ. Кĕвĕ ĕçĕнчи романтизм юхăмĕн аслă элчисенчен пĕри, илемлĕ кĕвĕри «Лейпциг шкулĕн» ертÿçи.

Кун-çулĕпе пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирхи тапхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Феликс Мендельсон çуралнă çурт, Гамбург

Композитор Авраам Мендельсон банкир кил-йышĕнче çуралнă. Унăн аслашшĕ паллă еврей философĕ, «еврей Çут ĕçĕ» — Хаскала юхăмне никĕсленĕ Мозес (Моисей) Мендельсон пулнă. Феликс çуралсан темиçе çултан Мендельсонсен çемьи, иудалăхран лютер тĕнне куçса иккĕмĕш кил-йыш ячĕ — Бартольди илнĕ. 1811-мĕш çулта Мендельсонсем Берлина пурăнма куçнă.

Çамрăк Феликс пуян пултаруллă та этеплĕ, илемлĕхе ăнланакан тата шухăшлавлă таврашра ÿснĕ. Мендельсонсен килĕнче час-часах хăй вăхăтри паллă çынсем пулнă, вăл шутра паллă философ Фридрих Гегель тата кĕвĕ вĕрентекенĕпе хайлавçи Карл Цельтер пулнă. Цельтер Мендельсонăн кĕвĕ пултарулăхне асăрханă, кĕвĕ теорине вĕрентме пуçланă. Унсăр пуçне Феликс сăрă ÿнер тата çыравлăхпа кăсăкланнă. Çав вăхăтрах Мендельсон фортепианопа Людвиг Бергер, сĕрме купăспа Карл Хеннинг, каярах Эдуард Риц (ăна вăл 1822-мĕш çулта яш çухнехи ре-минорлă концертне халалланă) патĕнче вĕреннĕ.

Вуниккĕри Мендельсон, Карл Бегас ÿнерĕ

Саккăртах вăл çăмăллăнах чи йывăр кĕвве нотасем тăрăх вулайнă, хайлама та пултарнă. Тăхăр çулта Мендельсон пианист пулса ăнăçлăн вылянă, тепĕр çултан Берлинта унăн вокаллă дебют пулнă. Ку вăхăталла вăл пĕрремĕш кĕвĕ хайлавĕсем: сĕрме купăспа фортепиано валли соната, фортепиано валли трио, икĕ соната, орган хайлавсем валли çырать. 1821-мĕш çулта Цельтер Мендельсона Гётепе паллаштарать, лешĕ 12-çулхи кĕвĕçĕн талантне хапăллăн палăртать. Кĕçех Мендельсон Берлина хăйĕн «Вольный стрелок» оперине лартма пынă Веберпа паллашать.

Ку çулсенче Мендельсон пианист тата дирижёр пулса концертсем парать. Ку тапхăрти паллă ĕçĕсенчен — Пĕрремĕш симфони c-moll, фортепиано тата оркестр валли концерт a-moll, фортепиано квинтечĕ тата секстет палăртма кирлĕ, 1824-мĕш çулта унăн «Два племянника» опери лартнă. Мендельсон чаплă пианино вылявçи Игнац Мошелеспа паллашни пысăк та пархатарлă туслăха ÿссе каять.

Пултарулăх пуçламăшĕ (1825-1829)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1825-мĕш çулта Авраам Мендельсон ывăлĕпе Парижа каять. Вăл вăхăтри Париж Европан кĕвĕ тĕплĕ вырăнне йышăннă, унта вăл вăхăтри аслă кĕвĕ хайлавçисем — Джоаккино Россини тата Джакомо Мейербер ĕçленĕ. Мендельсон Париж Консерваторин пуçлăхĕпе — Луиджи Керубинипе паллашать, лешĕ унăн ăсталăхне çÿллĕ шая лартать. Франц кĕвĕ хайлавçисен шкулĕ, çырăвĕсем тăрăх, Мендельсона ытлах тĕлĕнтермен, апла пулин те, ку ăна Франци кĕвĕ ушкăнĕсенче чышлă паллашусем тума кансĕрлемен.

1825-мĕш çулхи çу уйăхĕнче Мендельсонсем Берлина таврăнаççĕ, кунта Феликс пурнăçĕнче иккĕмĕш хут Гётепе тĕлпулать. Çыравçă килĕнче пĕрремĕш хут ăна халалланă Мендельсонăн Фортепиано квартечĕ янранă.

Çав çулхи çурла уйăхĕнче кĕвĕçĕ хăйĕн икĕ актлă оперине «Камачо туйĕ», Сервантесăн «Дон Кихот» пĕр пайĕ тăрăх çырнине вĕçлет. Мендельсонсен çемьи Лейпцигер урамри 3-мĕш пысăк авалхи çуртра вырнаçнă, кунта пысăк кĕвĕ пÿлĕмĕ пулнă. Мендельсонăн шăматкунсенчи концерчĕсем йăлана кĕреççĕ, вĕсем темиçе çĕршер итлекене пухаççĕ.

1826-мĕш çулта Мендельсон хăйĕн чи паллă ĕçĕсенчен пĕрне — Шекспир камичĕ «Сон в летнюю ночь» валли увертюра çырнă.

Ют çĕршывсенчи гастрольсем (1829-1832)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дюссельдорф (1832-1835)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лейпциг (1835—1841)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1835-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Лейпцигра Мендельсон пĕрремĕш концерт панă. Вăл концертра «Морская тишь и счастливое плавание» увертюра янранă. Кĕçех Гевандхауз концерчĕсем Европа музыка пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулса тăраççĕ, Мендельсон вара — вĕсен тĕп вырăнĕсенчен пĕрне йышăнать. 1836-мĕш çулта Мендельсон Лейпциг университечĕн философи докторĕ ятне тата honoris causa хисепне тивĕçет.

1841-мĕш çулта прусси патши Фридрих Вильгельм IV Мендельсона Берлинти капельмейстер вырăнне йышăнма сĕннĕ.

Лейпциг, юлашки çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Композиторӑн паллӑ Швеци опера юрӑҫипе Енни Линдпа вӑйлӑ туйӑмлӑ юрату ҫыхӑнӑвӗ пулать.

1843-мĕш çулта Мендельсон тăрăшнипе Лейпцигра Консерватори уçăлнă. Ку Германири пĕрремĕш аслă кĕвĕ вĕрентĕшĕ пулса тăрать. Вĕрентме Шуман, Давид, Мошелес тата ытти паллă кĕвĕ ăстисене йыхравланă.

1847-мĕш çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мендельсонăн 42-ри аппăшĕ Фанни вилсе каять. Пысăк хурлăх ăна çапсах антарать, вăхăтлăха вăл концертсем пама чарăнса Швейцарине каять. Çав çулах, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Лейпцирге унăн инсульт пулать, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче — иккĕмĕш хут. Тепĕр кун Мендельсон вилсе каять.

Гольдшмидт урамĕн 12-мĕш çуртĕнче халĕ Мендельсон Музейĕ ĕçлет.

Мендельсонăн чыслă ячĕ кĕвĕçĕсен хушшинче çÿллĕ шайра тăрать. Роберт Шуман ăна «Вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн Моцарчĕ» тенĕ, çамрăк Гектор Берлиоз Мендельсонăн пианино ÿнерĕ кĕвĕ хайлавĕ генийĕ пекех аслă тесе çырнă, Мендельсонăн юлашки «Илия» ораторийĕ çинчен «гармонини енчен çÿллĕ те аслă тата ытармалла мар чаплă тенĕ» тенĕ.

«Илия» оратори пайĕ

Операсам тата зингшпилсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Два племянника, или Дядюшка из Бостона»
  • «Камачо туйĕ»
  • «Салтак юратăвĕ»
  • «Икĕ вĕрентекен»
  • «Çÿрен камит кăтартакансем»
  • «Ютран таврăнни» (переработано в вокальный цикл, op. 89; 1829)

Ораторисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Павел», op. 36 (1835)
  • «Илия», op. 70 (1846)
  • «Христос», op. 97 (вĕçлемен)
  • Te Deum

Кантатасем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Христос, Du Lamm Gottes» (1827)
  • «O Haupt voll Blut und Wunden» (1830)
  • «Vom Himmel hoch» (1831)
  • «Wir glauben all» (1831)
  • «Ach Gott vom Himmel sieh darein» (1832)
  • «Вальпурги каçĕ», op. 60
  • «Уяв юррисем», op. 68 (1840)
  • «Wer nur den lieben Gott lasst walten» (1829)

Оркестрла хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Хĕлĕхлĕ оркестр валли 13 симфони (1821—1823)
  • Симфони № 1 c-moll op. 11, (1824)
  • Симфони № 2 B-dur (симфония-кантата «Мухтавлă юрă»), op. 52 (1840)
  • Симфони № 3 a-moll («Шотландская»), op. 56 (1842)
  • Симфони № 4 A-dur («Итальянская»), op. 90 (1833)
  • Симфони № 5 d-moll («Реформациллĕ»), op. 107 (1832)
  • Увертюра C-Dur («Увертюра с трубами»), op. 101 (1825)
  • Увертюра «Сон в летнюю ночь», op. 21 (1826/1831)
  • Увертюра «Сказка о прекрасной Мелузине», op. 32 (1833)
  • Увертюра «Гебридсем, е Фингал ту хăвăлĕ», op. 26 (1832)
  • Увертюра «Морская тишь и счастливое плавание», op. 27 (1828/1833/1834)
  • Увертюра «Рюи Блаз», op. 95 (1839)
  • «Антигона» трагеди кĕвви, op. 55 (1841)
  • «Сон в летнюю ночь» камит кĕвви, op. 61 (1843) (Çав шутра Мендельсонăн Туй маршĕ)
  • «Аталия» пьеса кĕвви, op. 74 (1843—1845)
  • «Эдип» трагеди кĕвв, op. 93 (1845)
  • «Лорелея» пьеса кĕвви, op. 98 (1845)

Концертсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сĕрме купăспа оркестр концерчĕ d-moll (1822)
  • Сĕрме купăспа оркестр концерчĕ e-moll op. 64 (1838, вторая редакция 1844)
  • Концерт для фортепиано с оркестром a-moll (1822)
  • Концерт для фортепиано с оркестром № 1 g-moll, op. 25 (1831)
  • Концерт для фортепиано с оркестром № 2 d-moll, op. 40 (1837)
  • Два концерта для двух фортепиано с оркестром (E-dur и As-dur) (1823—1824)
  • Сĕрме купăспа фортепиано тата оркестр d-moll кончерчĕ (1823)
  • Çичĕ хĕлĕхлĕ квартет;
  • Хĕлĕхлĕ октет;
  • Сĕрме купăспа фортепиано валли икĕ соната;
  • Две сонаты для виолончели и фортепиано;
  • Фортепиано валли икĕ трио;
  • Виçĕ фортепиано квартечĕ;
  • Альт тата фортепиано валли çырнă соната

Фортепиано валли çырнă хайлавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Прелюдисемпе фугасем
  • Вариацисем
  • Виçĕ соната
  • Этюдсем
  • Каприччио
  • «Сăмахсăр юрăсем», сакăр тетрадь
  • Рондо-Каприччиозо

Орган валли çырнă хайлавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Прелюди d-moll (1820)
  • Анданте D-dur (1823)
  • Пассакалья c-moll (1823)
  • Виçĕ прелюдипе фугасем, op. 37 (1836/37)
  • Три фуги (1839)
  • Прелюдия c-moll (1841)
  • Ултă соната op. 65 (1844/45)
  • Анданте D-dur вариацисемпе (1844)
  • Аллегро B-dur (1844)

Юрă тата хор хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Петь на просторе». Шесть песен. Op. 41

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • № 1. «Вăрманта» (сл. А. Платена)
  • № 2. «Чуп манпа» (сл. Г. Гейне)
  • № 3. «Как иней ночкой весенней пал» (сл. Г. Гейне)
  • № 4. «Над её могилой» (сл. Г. Гейне)
  • № 5. «Çу юрри» (сл. Л. Хёльти)
  • № 6. «Кÿлĕ çинче» (сл. И. В. Гёте)

«Çурхи пĕрремĕш кун». Op. 48

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • № 1. «Çуркунне сисĕмĕ» (сл. Л. Уланда)
  • № 2. «Çеçпĕл» (сл. Н. Ленау)
  • № 3. «Çуркунне уявĕ» (сл. Л. Уланда)
  • № 4. «Тăри юрри». Канон
  • № 5. «Ирхи кĕлĕ» (сл. Й. Эйхендорфа)
  • № 6. «Кĕрхи юрă» (сл. Н. Ленау)

«Вăрман хушшинче». Ултă юрă. Op. 59 (1844)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • № 1. «Вăрман хушшинче» (сл. Г. Шези)
  • № 2. «Ирхи çуркунне» (сл. И. В. Гёте)
  • № 3. «Вăрманпа уйрăлни» (сл. Й. Эйхендорфа)
  • № 4. «Шăпчăк» (сл. И. В. Гете)
  • № 5. «Ĕмĕтсем» (сл. Л. Уланда)
  • № 6. «Сунар юрри» (сл. Й. Эйхендорфа)

Ултă хор. Op. 88

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • № 1. «Çĕнĕ çул юрри» (сл. Й. П. Гебеля)
  • № 2. «Телейли» (сл. Й. Эйхендорфа)
  • № 3. «Кĕтÿçĕ юрри» (сл. Л. Уланда)
  • № 4. «Вăрман кайăкĕсем» (сл. Щютца)
  • № 5. «Германи» (сл. Й. П. Гебеля)
  • № 6. «Çулçурен кĕвĕçĕ» (сл. Й. Эйхендорфа)

Тăватă хор. Op. 100

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вилтăпри çинчи палăкĕ
  • № 1. «Асăну»
  • № 2. «Çуркуннене мухтани» (сл. Л. Уланда)
  • № 3. «Çурхи юрă»
  • № 4. «Вăрманта»
  • Соловьёв Н. Ф. Феликс Мендельсон - Бартольди // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Иванов-Борецкий М. В. Мендельсон. — М., 1910.
  • Дамс В. Ф. Мендельсон-Бартольди / Пер. с нем. — М., 1930.
  • Ворбс Г. Х., Ф. Мендельсон-Бартольди. Жизнь и деятельность в свете собственных высказываний и сообщений современников. / Пер. с нем. М., 1966.
  • Харківські асамблеї. Міжнародний музичний фестиваль 1994 р. «Ф. Мендельсон-Бартольді та просвітництво». Збірка матеріалів / Упорядник Г. І. Ганзбург. — Харків, 1994. — 148 c.
  • Ф. Мендельсон-Бартольди и традиции музыкального профессионализма: Сборник научных трудов / Сост. Г. И. Ганзбург. — Харьков, 1995. — 172 с.
  • Ranft P., Felix Mendelssohn-Bartholdy, Lpz., 1972.
  • Brown C. A Portrait of Mendelssohn. Yale University Press. 2003. — 551pp.
  • Cooper J. M.; Prandi J. D. (editor). The Mendelssohns: Their Music in History. Oxford University Press. 2002. — 382 pp.