Морев Иван Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Морев Иван Михайлович
Çуралнă вăхăт чӳк, 31884
Çуралнă вырăн Çĕмĕрлĕх Чемей ялĕ, Муркаш районĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт 1977, нарăс уйăхĕ
Вилнĕ вырăн Сарăту облаçĕ
Гражданлăх СССР

Морев Иван Михайлович (1884, чӳк, 3, Çĕмĕрлĕх Чемей ялĕ, Муркаш районĕ, Хусан кĕперни1977, нарăс уйăхĕ, Усовка ялĕ, Сарăту облаçĕ) — Чемей пăлхавĕн ертӳçи[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1884 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çĕмĕрлĕх Чемей ялĕнче çуралнă.

Пăлхава Чемей, Елшик, Тăмкасси, Çĕмĕртлĕх Чемей, Варпуç ялсенчи çĕр ĕçтешĕсем хутшăннă. Пăлхава хĕрхенмесĕр пĕтернĕ хăççăн Иван Михайловича тытса кайнă. 1909 çулта тăван ялне таврăннă, анчах та нумай вăх ат та иртмен ăна каллех тытса кайнă. 1911 çулта ăна виççĕмĕш хут арĕслеççĕ.

1921-1932 çулсенче Казахстанра ĕçленĕ. 1932-1939 çулсенче Чăваш Ене таврăннă хыççăн тĕрлĕ организацисенче бухгалтер пулса ĕçленĕ.

1939 çулта Морев кил-йышĕпе Сарăту облаçне куçса кайнă. Мĕн виличчен пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннă.

1977 çулхи нарăс уйăхĕнче Сарăту облаçĕнчи Усовка ялĕнче вилнĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Буцевицкий В. Звонил набат в Черемееве // Они боролись за счастье народное. Ч., 1980.
  • Ерагин Е.Е. Моргаушский край. Моргауши, 1994.