Сергеев Александр Сергеевич
Курӑнакан калӑплав
Сергеев Александр Сергеевич | |
Тулли ят | Сергеев Александр Сергеевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1934, кăрлач, 2 |
Çуралнă вырăн | Ямаш, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт | 1987, пуш, 6 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ |
Патшалăх |
ССРП РФ |
Профессисем | XX ĕмĕрти чăваш, совет композиторĕ, баянисчĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ |
Инструментсем | баян, аккордеон |
Жанрсем | популярлă мусăк |
Сергеев Александр Сергеевич (2.1.1934, Ямаш, Çĕрпӳ районĕ, ЧАССР, ССРП — 6.3.1987, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш совет композиторĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ, баянисчĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1934 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралнă.
Çĕрпӳри педагогика училищинче, Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ илнĕ.
1954-57 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
1987 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Шупашкарта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх чунĕнче юлнă композитор кĕвĕленĕ паллă юрăсем: «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем», «Лар, аннеçĕм, юнашар»…
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи