Текерлӗк
Текерлĕк | ||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||||
|
||||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||||
Vanellus vanellus L., 1758 | ||||||||||||||||||
|
Текерлĕк (Vanellus vanellus) — вăтам тăрахра пурнакан вĕçенкайăк.
Текерлĕк Атлантикăпа Лăпкă океан хушшинче, Кăнтăр поляр çаври таран çĕрсенче пурăнать; кунта вăл çу уйăхĕсене ирттерет; Анăç Европăра Балти тинĕсĕнчен кăнтăрарах — вырăнти кайăк шутланать. Хĕл каçма Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашне, Кĕçĕн Азине, Персине, Çурçĕр Индине, Китайа тата Кăнтăр Японине вĕçеççĕ. Тĕкĕрлек йăва тума питĕ ирех вĕçсе килет, широта тăрăх сăнасан, нарăс веçĕнчен пуçласа ака уйăх пуçнелле, нӳрĕк улăхсенче тата сайра йывăç тĕммиллĕ курăклă шурлăхсенче вырнаçать.
Текерлĕк — çав тери маттур вĕçекенскер, аçисем мăшăрлану тапхăрĕнче амисем умĕнче тӳпере вĕçсе иллентереççĕ. Йăвине çĕр çинче шăтăкра тăваççĕ. Ама тĕкĕрлек 4 çамарта тăвать, çăмартине ларма аçи те пулăшать; хăрушлăх тухсан чĕпписем пытанма пĕлеççĕ. Вĕçсе каяс умĕн тĕкĕрлексем темиçе çĕре çитекен ушкăна пуçтарăнаççĕ, çурçĕрте йăва вырăнĕсене çурла вĕçĕнче хăвараççĕ, кăнтăрта çĕр шăнттичченех юлаççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Чибис(ĕçлемен каçă)