Контент патне куҫ

Тула (хула)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тула
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Тула облаçĕ
Никĕсленĕ: 1146
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 481,2 (2002)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 54° 12' ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 37° 34' х. т. д.

Тула, — Раççейри Тула облаçĕн администрациĕ вырнаçнă хула. Мускавран 193 çухрăмра ларать. Упа юханшывĕ юнашар юхса выртать.

Хулана пĕрремĕш хут Никон çул çырăвĕсенче 1146 çулта асăннă. Хула хир хĕрринче, тĕрлĕ тĕслĕ вăрă-хурахсем алхасакан вырăнта никĕсленнĕ. Хулара тĕрлĕ алăста ĕçĕсем аталаннă: кунта тимĕр те шăратнă, чул та кăларнă, йывăç та каснă.

Хула хĕç-пăшал тăвас енĕпе чапа тухнă. Тула ăстисем пирки сас-хура таçта çитичченех сарăлнă. Сăмах май каласан Тула кремльне те, хăй хулине те тăшмансем пĕрре те тытса илеймен. Халĕ те хулара металлурги промăçлăхĕ вăйлă аталаннă. Хулара металурги енĕпе ĕçлекен 2 пысăк йĕркелӳ тата 24 вăтам йĕркелӳ пур.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]