Тулă ăрăвĕ
Тулă ăрăвĕ — авалхи пăлхарсен чаплă ăрăвĕ.
Ăрун кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]631 çулта Купрат хальхи Кубань таврашĕнче патшалăх никĕслет, çакăнтан пăлхар ханĕсен Тулă ăрăвĕн тапхăрĕ пуçланать. Орхана-Моходу куккăшĕ нушибисемпе хасарсене çĕмĕрсе тăкни Купратшăн питĕ пысăк ăнăçу пулнă. Ăру ятне Тулă тесе палăртнă, мĕншĕн тесен Купратăн ашшĕ Ашин ăрăвĕнчен тухнă тĕрĕк хаканĕсен шутне кĕмен пулнă, тĕрĕксен Моходу майлă Тулă пайĕнчен тухнă. Ирнак ĕмпӳ те çав ăру ретне кĕнĕ, ку вара VII ĕмĕрти пăлхар ханĕсем хăйсене V ĕмĕрти чаплă хунсен ĕмпĕвĕсемпе çыхăнтарнине пĕлтерет.
Тепĕр çĕрте çырнисем тăрăх, Тулă ăрăвĕ шутне кăтрикурсен ĕмпӳне Пĕçмере кĕртеççĕ, вăл аварсенчен уйрăлнăскер, вара тӳрех Купрат сĕмĕ айне ӳкнĕ пулать. Чăнах ĕнтĕ, Пĕçмер Купрат хыççăн 3 çул хушши «Танай леш енче» (Именник çинче паллă) хуçаланнă. Тем каласан та, ăна Купратăн ывăлĕ теме сăлтавсем çук — Пĕçмер Тулă ăрăвĕнчен тухма пултарайман. Кун пирки Артамонов М. И. çирĕплетсе çырать. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕнчи Тулăпа Нушиби йăхĕсем хушшинчи хирĕçӳсене пула Купрат хăй туса хунă Тулă ăрăвĕ пулăшнипе Пăлхар патшалăхне тĕреклетсе пынă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
- Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
- «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
- Кури Вантер, "Чăваш халăхĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
- Артамонов М.И., "История хазар".
- Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
- Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
- Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
- К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
- Гумилёв Л.Н., "Древние тюрки"
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары".
- "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
- Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ӗнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
Курмалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тулă арăвĕ çинчен сайт 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. (танай пăлхар чĕлхипе)