Хăмăр упа
Курӑнакан калӑплав
Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕрчун. Ку упа кĕлеткин тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, тачка ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Упа вăрманта - çынсем çӳремен вырăнта йăва тăвать. Ытларах ӳсентăранпа тăранать, ним те тиркемест. Çавăнпа пĕрлех упа пысăк чĕрчунсене те тапăнать. Шăши тытать, кăткă, сăпса, пыл хурчĕпе пылне çиме юратать. Ӳсентăрантан упа сĕлле кăмăллать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ. Йĕнĕре (упа йăвинче) 2-3 çура пулать. Чăваш Енре упасем сахал - 10-15 пуçа яхăн çеç. Пирĕн тăрăхра упасене тытма чарнă.
Кĕçĕн тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халĕ хăмăр упан темиçе кĕçĕн тĕсне палăртаççĕ:
- Ursus arctos arctos — европа хăмăр упи ;
- Ursus arctos californicus — калифорнири гризли, 1922 çулчен вилсе пĕтнĕ. Калифорни штачĕн ялавĕ çинче ӳкернĕ;
- Ursus arctos horribilis — гризли;
- Ursus arctos isabellinus — гималай хăмăр упи, Непалта пурăнать;
- Ursus arctos marsicanus[1] — апеннинсен хăмăр упи, Апеннинсенче пурăнать, 50-80 пуç тесе шутлаççĕ;
- Ursus arctos middendorffi — аляска хăмăр упи е кадьяк;
- Ursus arctos nelsoni — аляска хăмăр упи, 1960-мĕш çулсенче вилсе пĕтнĕ;
- Ursus arctos pruinosus — тибет хăмăр упи, питĕ сайра тĕл пулать, йети пирки калакан легендăсем унпа çыхăннă тесе шутлаççĕ;
- Ursus arctos yesoensis — япони хăмăр упи, Хоккайдо утравĕнче пурăнать.