Контент патне куҫ

Чăваш чĕлхин историйĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Andras Rona-Tas

Чăваш чĕлхин историйĕчăваш чĕлхи хăш вăхăтсенче еплерех пулни тата çавна йĕрлесе тухни. Паллах, нихăш чĕлхе те пĕлĕтрен йăтăнса анмасть. Хуть те мĕнле тарăн аваллăха пăхса тухсан та, яланах татах та авалраххи пур. Чăваш чĕлхине вара хăçăн тĕнчере «чăваш» сăмах çуралать, çав вăхăтран пăхса тухни вырăнлă.

Пётр Яковлевич Яковлев чĕхеçĕ çырнинчен[1]:

<Куçару: Юлашки вунçуллăхсенче А. Рона-Таш сĕннĕ периодизаци çирĕпленнĕ. <...>[2]

1.Пăлхар диалекчĕсем — диал. тенинчен

2.Ирхи авалхи пăлхар – çавр. 463 ç.;

3.Кайранхи авалхи пăлхар:

I. 463–650 çç.;

II. 650 ç. пуçласа VIII–IX ĕмĕрсемччен;

III. VIII–IX ĕмĕрсенчен 1235 ç. таран

4. Ирхи вăта пăлхар – 1235–1430 çç.

5. Кайранхи вăта пăлхар – 1430–1551 çç.

6. Çĕнĕ пăлхар е чăваш:

– ирхи чăваш – 1723 ç. таран;

– вăта чăваш – 1870 ç. таран;

– кайранхи чăваш – 1917 ç. таран

7. Хальхи чăваш – 1917 ç. таран

Кун пирки тĕплĕнрех çакăнта: Рона-Таш А. Проблемы периодизации и источники истории чувашского языка // Проблемы исторической лексикологии чувашского языка. – Чебоксары, 1980. – С. 3–13. (Труды / ЧНИИ; вып. 97).}}

Лия Сергеевна Левитская çак ыйтусем çине еплерех пăхнине сăнар (1966, диссертаци)[3].

<Куçару: «Авалхи чăваш чĕлхи» (VI–IX ĕмĕрсем). <...> «Авалхи чăваш» тесе эпир пăлхар чĕлхин ĕмĕрĕчченхи палăкĕсенче сыхланнă тăрăма калатпăр (тĕпрен илсен, венгр чĕлхинче йышăннисем тата Дунайçи пăлхар глосĕсем).>

<Куçару: «Кивĕ чăваш чĕлхи» (IX–XIII ĕмĕрсем). <...> «Кивĕ чăваш» тесе эпир XIII–XIV ĕмĕрсенчи пăлхар эпитафийĕсен чĕлхине калатпăр. Анчах та чăваш чĕлхи йĕркеленнĕ чухне ун чухнех темиçе компонент хутшăннă, вăл шутра пăлхар (тата пăлхар мар) евĕрлĕ калаçу чĕлхисем.>

Çавăн пекех, Чăваш чĕлхин историне еплерех периодлассине Н. И. Егоров çырса кăтартни те кăсăклă[4].

<Кĕскен куçарса ăнлантарни: Н. И. Егоров Андраш Рона-Таш çулĕсемпех пырать, анчах кунта хăйĕн уйрăмлăхĕсем те пур>

Anna Dybo

Малалла А. В. Дыбо шухăшĕпе паллашар[5]:

<Куçару: Чăваш чĕлхин фонетикăлла тытăмĕн (чăн малтанах уçă сасăсен) аталанăвĕн историне А. В. Дыбо çак тапхăрсем çине пайлать: авалхи чăваш (пăлхар), вăтам чăваш (Атăлçи Пăлхар) тата чăваш (çĕнĕ чăваш) хăй. Пĕрремĕш тапхăра чăваш чĕлхин авалхи несĕлĕ ытти тĕрĕк чĕлхисненчен уйрăлнинчен пуçласа вăл Атăлçие килнĕчченхи вăхăт кĕрет, — хальхи эрă пуçланнинчен XV ĕмĕр таран. Иккĕмĕш тапхăр: IX ĕмĕртен XIV—XV ĕмĕрсемччен, тен, XIV ĕмĕр вĕçĕччен. Виççĕмĕш тапхăр: XV ĕмĕртен паянхи кунчченех [14, с. 224].>

Ку цитатăра кăтартнă çăлкуç ([14, с. 224]) ак çакна пĕлтерет: Сравнительно-историческая грамматика тюркских языков. Пратюркский язык-основа. Картина мира пратюркского этноса по данным языка / отв. ред. Э.Р. Тенишев, А.В. Дыбо. М.: Наука, 2006. 908 с. // с.224.

  • Лебедева Е. А. Чӑваш чӗлхин историйӗ: Методика кӑтартӑвӗсем / И.Н.Ульянов яч. Чӑваш патшалӑх ун–чӗ. Шупашкар: Чӑваш ун–чӗн изд–ви, 1991. 12 с.
  • Лебедева Е. А. Чӑваш чӗлхин историйӗ: Программӑпа методика кӑтартӑвӗсем / И.Н.Ульянов яч. Чӑваш патшалӑх ун–чӗ. Шупашкар: Чӑваш ун–чӗн изд–ви, 1998. 24 с.
  • Федотов М. Р. Чăваш чĕлхин историйĕ. 1-мĕш пайĕ. Сасăсем. 2-мĕш каларăм. Вĕренӳ пособийĕ. Шупашкар, 1979.
  • Андреев, Владимир. Чăваш чĕлхин историйĕ - çырулăх куçĕпе — Шкулта интернет-журнал.
  • Чăваш чĕлхин историйĕ / Автор-хатĕрл. Л.В. Коротаева – Çтерлĕ: Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, 2015. – 88 с. (Количество экземляров – 25).
  • Чăваш чĕлхин историйĕ / Автор-хатĕрл. Л.В. Власова. – Çтерлĕ: Çтерлĕ патшалăх педагогика академийĕ, 2008. – 27 с. (Количество экземпляров – 10).
  • Федотов М.Р. В.В. Радлов и Н.И. Ашмарин о происхождении чувашского языка // Советская тюркология. 1971. №5;
  • Егоров Н. И. Глоттогенез чувашский — Электронлă чăваш энциклопедийĕнчи статья
  • Егоров Н. И. ХРОНОТОПОЛОГИЯ ЧУВАШ­СКОГО ЯЗЫКА — Электронлă чăваш энциклопедийĕнчи статья
  • Егоров Н. И. ПЕРИОДИЗАЦИЯ ИСТОРИИ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА — Электронлă чăваш энциклопедийĕнчи статья
  • Рона-Таш А. Проблема периодизации и источники истории чувашского языка // Проблемы исторической лексикологии чувашского языка / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1980. Вып. 97. С. 3–13.
  • Желтов, П. В. Исследования исторического развития чувашского языка : [моногр.] / П. В. Желтов. – Чебоксары : Изд-во Чуваш. гос. ун-та, 2013. – 165 с.
  • Rona-Tas A. The periodization and sources of Chuvash linguistic history // Chuvash Studies. Budapest, 1982.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Примечания редактора. // Левитская Л.С. Л 37 Историческая фонетика чувашского языка: монография 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. / Л.С. Левитская; науч. ред. и авт. предисл. и примеч. П.Я. Яковлев; Чувашский государственный институт гуманитарных наук.– Чебоксары: ЧГИГН, 2014.– 320 с. (31-мĕш номерлĕ асăрхаттару, С.317)
  2. ^ 1 тата 2 Кунта тĕрĕк чĕлхисем пирки пĕтĕмĕшле каланисене катертсе хăвăрнă.
  3. ^ Асăннă çăлкуçран (С.276)
  4. ^ Егоров Н. И. Булгаро-чувашский язык в Евразийском геополитическом пространстве в последние два тысячелетия своей истории. Ч., 1999
  5. ^ Родионов Виталий Григорьевич, ОБ ОБЩЕМ И ОСОБЕННОМ В НЕКОТОРЫХ ЖАНРАХ ТАТАРСКОГО И ЧУВАШСКОГО ФОЛЬКЛОРА. // Татары и чуваши — ветви одного древа: Материалы Всероссийской научно-практической конференции (Чебоксары, Казань, 7—8 октября 2021 г.) 2022 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. / сост. и отв. ред. Г.А. Николаев, Р.Р. Исхаков; Ин-т истории им. Ш. Марджани АН РТ; ЧГИГН. — Казань—Чебоксары: Новое Время, 2021. — 432 с. — С.401.