Контент патне куҫ

Шумер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шумерпирĕн эрăчченхи IVIII пинçуллăхсенче Кăнтăр Икĕшывлăхăн кăнтăр-тухăçĕнче аталаннă авалхи этемлĕхĕн тĕнчи.

Шумер чĕлхин тытăмĕ агглютинативлă.

Савăл çыруллĕ татăк

Авалхи паллă çырулăх йĕрки — шумер çырулăхĕ, аталаннă çем савăл çырулăхĕ пулса тăрать. Савăл çырулăхĕ — çыру йĕрки, хăмăш патакĕпе (стилпа) нӳрлĕ тăм таблици çине паллăсем лартаççĕ. Савăл çырулăхĕ Икшывхушшинче сарăлнă, пирĕн эрăччен I ĕмĕрчен Çывăх Тухăçри авалхи патшалăхсен тĕп çырулăхĕ пулать.

Шумерсем — Кăнтăр Икшывхушши çĕрĕнче (хальхи Иракăн Евфратпа Тигр хушшинче) этемлĕх историйĕн шурăмпуç тапхăрĕнче пурăннă халăх.

Шумерсем хайланисем: савăл çырулăхĕ, урапа, савăт çаври, хĕртнĕ кирпĕч, уй-хир шăварăвĕн йĕрки.

Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Кăнтăр Месопотамине шумерсем килсе вырнаçнă. Каярах хутсенче çак халăх хăйне «хурăпуçлисем» (шумер. «санг-нгига», аккад. «цальмат-каккади») тенине çырнă.

Шумерсем чĕлхипе те, юнĕпе те, культурипе те Çурçĕр Мессопотамире хăйсемпе тан вăхăтрах е каярах вырнаçăннă семит йăхĕсемпе ют пулнă. Асамлăрах грамматикăллă шумер чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе пĕр тăванлă шутланать.

Малтанхи ăрулăхăн (династийĕн) 1 пайĕ ( пирĕн эрăчченхи 2750—2615 çулсем)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче Икшывхушшинче пĕр вунпӳ те çурă хула-патшалăхсем йĕркеленнĕ пулнă. Вырăнти ялсем çак хуласем çумне туртăннă. Патшалăх тăрăмĕ хăш чух çарпуçăн та, аслă жрецĕн те ĕçĕсене тытса пынă. Çакăн пек пĕчĕк çĕр-шыва халĕ грек терминĕпе «ном» теççĕ. Малтанхи ăрулăхăн умĕн çак номсем паллă пулнă:

  • 7. Шуруппак. Евфрат çинче, Ниппуртан аялтарах. Шуруппак кӳршĕ номĕсене пăхăнса тăнă.
  • 8. Урук. Евфрат çинче, Шуруппакран анаталла.
  • 9. Ур. Евфратăн кӳлмекĕнче.
  • 10. Адаб. Интурунгалĕн çӳлти татăкĕнче.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шумер литературин паллă пултару ĕçĕ — «Гильгамеш кăссайĕ» — шумер халапĕсен пуххи, ăна каярах аккад чĕлхине куçараççĕ. Çак эпосăн çырăвĕсене Ашшурбанапал патшан пайпăлĕнче тупнă. Юмахра Уракăн чаплă патши Гильгамеш, унăн тискер тусĕ Энкиду çинчен тата вилĕмсĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕ пирки те çырнă. Эпосăн пĕр пуçĕнче, этемлĕхе тĕнчене шыв путамĕнчен çăлнă Утнапиштим çинчен çырнă, çакă ĕнтĕ çав тери пайпăл кĕнекинчи Ной Ковчегне ас илтерет. Çак сюжет ĕнтĕ Кивĕ Халала кĕрет. Çаплах шумер-аккадсен «Энума элиш» космогони эпосне асăнмалла.

Шумер ама турри

Мэ йĕркисем:

  • энлăх
  • чăнлăх
  • патша тытăмлахĕ (влаçĕ)
  • саккун
  • ӳнерлĕх

Çынна шумер халаплăхĕпе турă юнĕпе çăрнă тăмран туса хунă, çаплах шумерсен пĕтĕм тĕнчене шыв илнĕ халапĕ пулнă, каярах чылайăшĕ иудалăха, христианлăха никĕсленсе кĕреççĕ. Çут тĕнче шумерсен шухăшĕпе аялти çӳлти тĕнчесене уйрăлать. Аялти тĕнче çĕр айĕнчи пысăк уçлăх пулать, çӳлти тĕнче — тӳпесенче. Аялти тĕнчене Нергальпе Еремнигаль турăсем тытса пынă. Шумерсем шухăшланă май вĕсем турăсен ĕç-хĕлĕсемшĕн çуралнă, вĕсемпе турăсем хушшинче тачă çыхăну пурине питĕ тарăн ĕненнĕ. Шумерсем хăйсен ĕç-пуçĕсемпе шумерсем турăсене «тăрантаратпăр», пирĕнсĕр турăсем пулма пултараймаççĕ, эпир турăсемсĕр çук тесе пурăннă.