Эйфель Густав Александр
Александр Густав Эйфель (фр. Gustave Eiffel)), — Франци инженерĕ. 1832 çулхи раштавăн 15-мешĕнче Дижон хулинче çуралнă. 1923 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Парижра вилнĕ.
Пурнаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Густав Эйфел чукун çулсем сарнă, кĕперсем (Бордори кĕпер, Опорто (Португали)патĕнчи Дуэро урлă кĕпер, тата ыттисем) ăсталанă, виадуксем, вокзалсене (Пештри) хăпартнă. Ниццăри абсерваторин çаврăнакан тăррине те вăлах ăсталанă. Абсерватори тăрри 100 000 кг таять пулсан та ăна пĕр çын ним мар хускатма пултарать.
Эйфел турулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парижра 1889 çулхи курав валли турул туса лартнă хыççăн вăл тĕнчипе чапа тухнă. Ку турул XIX ĕмĕрти паллă техника çурчĕсем шутне кĕрет. Эйфел турулне Марсово уйĕнче Йен кĕперне хирĕç лартнă. Хăй вăхăтĕнче вăл чи çӳллĕ çурт пулнă. Унăн çӳллĕшĕ 300 метр пулнă. Турула тимĕртен тунă, вăл виçĕ хутран тăрать.
Турула 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕпе 1889 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ хушшинче хăпартнă. Ăна ăсталама пурĕ 6,5 млн. франк тăкакланă.
Тĕплĕнрех пăхăр: Эйфел турулĕ