Контент патне куҫ

Эмине

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Эмине — чăвашсен халап шайĕнчи[1][2] сăвăçĕ тата юрăçĕ. Пĕтĕмпех халап шайĕнче пулнине кура, хăçан çурални-вилни, ăçта мĕн ĕçлесе пурăнни пирки калаçма çук. Анчах ку ят ăçтан сиксе туни пирки тата шăв-шав ăçтан çĕкленни тĕлĕшпе сăмах хускатма май пур. Халапла сăнар та — сăнарах.

Пурнăçĕ пирки каласа пама хăтланнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халлап-юмах тата тĕрлĕрен шăв-шав ахрăмĕ тăрăх, Эмине халӗ Комсомольски районне кӗрекен Виҫпӳрт ялӗнче XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ пулать. Халӑхра каланӑ тӑрӑх, Эмине пурнӑҫӗ питӗ йывӑр, ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Унӑн юратнӑ каччине Янтукана пӑлхава хутшӑннӑшӑн каторгӑна янӑ. Эминене вара вӑйпах Янтукана тӗп тунӑ ҫынна качча парасшӑн пулнӑ. Хӗр ҫак мӑшкӑла тӳсеймесер хӑй ҫине ал хунӑ. Чылай вӑхӑт иртсен те Эминен юррисене халӑх манман.[3]

Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр,

Иккӗшӗнче — икӗ сар кайӑк.

Юрлас тесен — йӗреп,

Йӗрес тесен — юрлап.

Мӗншӗн эпӗ кайӑк пулман-ши?

Пире иксӗмӗре, савнӑ тусӑм,

Мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши?

Эмине юррисем çинчен пĕлтернисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Тавах атте-аннене

(1923 çулта И.Карлин Тюмень облаçĕнчи Канаш (Тюмень облаçĕ) ялĕнче Курак Хветуринчен çырса илнĕ[çăлкуç ăçта?])

Çĕртен-шывран асли çук,
Атте-аннерен пахи çук.
Тавах тăван аттене
Пире савса пăхнишĕн.
Тавах тăван аннене
Кăкăр парса ӳстернишĕн.


  • Ытти юррисем[çăлкуçсем кирлĕ!!!]:
    • "Ӗнтĕ çил çаврăнать";
    • "Ман аллăмра икĕ шурă тутăр";
    • "Сана курсан — чун хĕпĕртет";
    • "Хĕвеланăç хĕрелет";
    • "Хура тур лашине";
    • "Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ";
    • "Атте-анне чĕлхине";
    • "Атте-анне йăлипех";
    • "Лăпкă çил вĕрет".

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Сидорова Е.В. Ĕнтĕ çил çавăрнать: çил çавăрнать («Эмине юррисем» çинчен) // Чăваш литературоведенийĕн ыйтăвĕсем. Тĕпчев ĕçĕсем. 82-мĕш кăларём. Шупашкар: 1978. С. 104–114
  2. ^ Никифорова, В. В. Сидорова Ефросиния Сергеевна / В. В. Никифорова // Чуваш. гуманит. вестн. – 2010. – № 5. – С. 241-244.
  3. ^ Чӑваш халӑх юрӑҫи Эминен сӑввисене Пӗтӗм тӗнче литература библиотекин ик ҫӗр томлӑ сборникне кӗртнӗ. Енькка, Е. Чӑваш халӑхӗн юрӑ ӑстисем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 19-21.