Комсомольски районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Комсомольски районĕ
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Flag of Chuvashia.svgЧăваш Ен
Тытăмĕ 12 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Комсомольски чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1939, нарăс, 22
Район администрацин пуçлăхĕ Карпеев Евгений Иванович
Официаллă чĕлхе чăваш
Лаптăк 630,3 км2 çм²
Комсомольски районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83539
Сайчĕ

Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ), — Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă пайĕ.

Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2.

Район администраци вырнаçнă Каçал ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Komsomolsk.png
Район картти.

Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче (Александровски, Луцки...) малтан ытларах вырăссем пурăннă пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.

Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.

Районти ял тăрăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район 12 ял тăрăхне пайланать:

  1. Александровка ял тăрăхĕАлександровски сали;
  2. Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕЧăваш Элпуç ялĕ;
  3. Асанкасси ял тăрăхĕАсанкасси ялĕ;
  4. Кайнлăк ял тăрăхĕЙăлмахва ялĕ;
  5. Каçал ял тăрăхĕКаçал сали;
  6. Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕАслă Çĕрпӳел ялĕ;
  7. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕХирти Сĕнтĕр;
  8. Хырхĕрри ял тăрăхĕХырхĕрри ялĕ;
  9. Тукай ял тăрăхĕЧăваш Тукай сали;
  10. Урмаел ял тăрăхĕУрмаел ялĕ
  11. Чичак ял тăрăхĕЧурачăк ялĕ;
  12. Шурут ял тăрăхĕШурут сали;

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхамали[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Энциклопедия Комсомольского района = Комсомольски районӗн энциклопедийӗ / [редкол.: Г. Ф. Волков и др. ; авт.-сост. В. Я. Григорьев, Г. Н. Ксенофонтов, А. В. Григорьев]. - Чебоксары : [Новое Время], 2011 - . - 24 см. Кн. 2. - 2011. - 255 с. : ил., портр. - Библиогр.: с. 254. - 1000 экз.. - 150.00 р.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]