Юрьев Михаил Иванович
Михаил Юрьев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Юрьев Михаил Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1910, юпа, 10 |
Çуралнă вырăн: | Етĕрне уесĕ Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1980, çу, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар Чăваш АССР |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, критик, журналист, тăлмач |
Чыславсем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968) |
Юрьев Михаил Иванович (псевдонимĕ — Нямань), — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă[1][2]
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968), «Хисеп Палли» орденне тава тивĕçлĕ пулнă. Юрьев Элли Михайлович ашшĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1910 çулхи юпа уйăхĕн 10 Етĕрне уесĕн Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕ) ялĕнче çуралнă. 1980 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шупашкарти тĕп педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1930 çулсен пуçламăшĕсенче журналист ĕçĕнче тăрăшать: «Пионер сасси» хаçатăн литература ĕçтешĕ, «Çамрăк большевик» хаçатăн редакторĕ, «Чăваш коммуни» хаçатра редактор çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн яваплă секретарĕ.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Михаил Юрьевăн темиçе брошюра, чăваш литератури пирки литература критикипе çырнă статьясем тухнă. Чăваш çыравçисем çинчен хыпар кĕнекине хатĕрленĕ. Ăна 1964, 1968, 1975, 1988 çулсенче пичетленĕ.
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çунатлă хĕр»
- «Европа чемпионĕ»
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Хисеп палли» орденĕ
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Крысин, П. Пӗрле ӗҫленӗ юлташа асӑнса / П. Крысин // Хыпар. – 2000. – 13 юпа.
- Крысин, П. Пурнӑҫпа тан утнӑ журналист / П. Крысин // Хыпар. – 2010. – 2 юпа. – С. 5, 11. – (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 9).
- Юман, А. Е. Асӑмри Нямань, Михаил Иванович : писатель арчинчен / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 1. – С. 133-139.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 510.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
- Юрьев (Нямань) Михаил Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 91.
- Ялгир, П. Нямань (Юрьев) Михаил Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 79.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Етĕрне уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1910 çулта çуралнисем
- Юпан 10-мĕшĕнче çуралнисем
- 1980 çулта вилнисем
- Çăвăн 7-мĕшĕнче вилнисем
- Чăваш çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем