Контент патне куҫ

Юрьев Элли Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элли Юрьев
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Юрьев Элли Михайлович
Çуралнă вăхăт: 1936 çулхи пушăн 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Вĕренӳ: Шупашкарти ӳнер училищи, Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи институчĕ
Паллă ĕçсем: «Слово о полку Игореве», «Буря» (Т. Петеркки), «77 братьев» (Г. Eфимов), «Раба дьявола» (Я. Ухсай), «Нарспи» (К. Иванов), «Поэты Франции», «Поэты Венгрии», «Поэты Польши»; плакатсем – «Я. А. Каменский», «Альбрехт Дюрер»; Чăваш Енĕн ялавĕпе гербĕн, Шупашкар гербĕн авторĕ, ӳкерчĕксем – «Разум сильнее стихии», «Иккĕмĕш вĕçев», «Весна в Янгорчино».
Парнесем: Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин (1990) лауреачĕ
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976 ç.), Чăваш халăх ӳкерçи (1993 ç.), Шупашкарăн (1996) чыслă гражданинĕ, Пăрачкавăн (1992) чыслă гражданинĕ

Юрьев Элли Михайлович (1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ, Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш Ен2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен), — чăваш ӳкерçи, Чăваш Енĕн ялавĕпе гербĕн тата Шупашкар гербĕн авторĕ, Шупашкарăн (1996) тата Пăрачкавăн (1992) чыслă гражданинĕ, Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин (1990) лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика пĕрлĕхĕн чыслă пайташĕ (1967 ç.), СССР ӳкерçсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976 ç.), Чăваш халăх ӳкерçи (1993 ç.)[1].

1936 çулхи пуш уйăхĕн 25 Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. 1964 çулта Тбилисин патшалăх ӳнер академинче вĕренсе тухнă.

1964 çултанпа тĕрлĕ çулсенче 10 çул хушши Чăваш кĕнеке издательствинче ӳкерçĕ тата аслă ӳкерçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1965 - 1967 çулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче студентсене вĕрентнĕ. 1973-1977 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетĕнче ĕçленĕ. 1995 çултанпа çав институтрах доцент ĕс вырăнне йышăннă.

1969-1976 çулсенче Шупашкарăн тĕп ӳкерçи пулнă. 1977-1980 çулсенче ЧТПК ЧФ РСФСР ӳкерçи, 1980-1982 çулсенче Чăваш инçекуравĕн лартакан ӳкерçи. 1997-2000 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă.

2001 çулта кăрлачăн 17-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Ян Амос Коменский» (1970)
  • «Альбрехт Дюрер» (1971)

Графикăпа живопись сериĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Строительство Чебоксарской ГЭС» (1968-1971)
  • «Болгария» (1973)
  • «Моя деревня Сирикли» (1976)
  • «Вьетнам» (1981)
  • «Валаам» (1991)

Кĕнекесене ĕрешлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Слово о полку Игореве» (1963)
  • Я. Ухсайăн «Раб дьявола» (1967)
  • «Поэты Франции» (1968)
  • К. В. Ивановăн «Нарспи» (1985)
  • «К. В. Иванов. Сочинения» (1990)
  • И. Я. Яковлевăн «Завещание чувашскому народу» (1992)
  • «Ф.Павлов. Сочинения» (1992)
  • культура ĕçченĕсен юбилейĕ валли кăларнă кĕнекесене (1990-мĕш çулсенче)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]