Белобородов Афанасий Павлантьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q382059 (translate me)
File:AP Beloborodov 01.jpg|thumb|Афанасий Белобородов
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
[[File:AP Beloborodov 01.jpg|thumb|Афанасий Белобородов]]
'''Афанасий Павлантьевич Белобородов''' — ([[1903]]—[[1990]]) — совет çарпуçĕ, икĕ хут [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]], [[Витебск]]а нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă [[43-мĕш çар (СССР)|43-мĕш çарĕн]] ертӳçи, çар генералĕ.
'''Афанасий Павлантьевич Белобородов''' — ([[1903]]—[[1990]]) — совет çарпуçĕ, икĕ хут [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]], [[Витебск]]а нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă [[43-мĕш çар (СССР)|43-мĕш çарĕн]] ертӳçи, çар генералĕ.



01:23, 21 Нарӑс уйӑхӗн 2015 вӑхӑтри верси

Ӳкерчĕк:AP Beloborodov 01.jpg
Афанасий Белобородов

Афанасий Павлантьевич Белобородов — (1903—1990) — совет çарпуçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Витебска нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă 43-мĕш çарĕн ертӳçи, çар генералĕ.

Кун-çулĕ

Афанасий Павлантьевич Белобородов кăрлач, 18 (31) 1903 Акинино ялĕнче, халĕ Иркут облаçĕнче, çĕр ĕçчен çемйинче çуралнă. 1919—1920 çулсенче партизан тĕкĕрĕнче Инçе Тухăçра çапăçнă. Хĕрлĕ Çарта 1923 çулта хĕсмете кĕнĕ. Пехота шкулĕнче 1926 çулта вĕреннĕ, кайран, 1929 çулта Çар-политикăллă курсĕсенче пĕлӳ пухнă тата Фрунзе ячĕллĕ Çар Академине 1936 çулта аслă пĕлӳ илнĕ. 1929 çулхи КТЧÇ çинчи çапăçусене хутшăннă. ВКП(б) юлташĕ (1926).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа. Мускав çапăçăвĕнче палăрнă 78-мĕш (каярах 9-мĕш гварди) стрелоксен дивизийĕн пуçлăхĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа стрелоксен корпусĕн ертӳçи, 1944, çу — Белорусси çар операцине хутшăннă (пайăр, «Багратион» операцийĕ — 1944, çĕртме), Витебск хулине ирĕке кăларнă 43-мĕш çарăн çарпуçĕ. Çак çарпах вăл Литвана ирĕке кăларнă тата Тухăç-Прусси операцине хутшăнать. Японине хирĕç вăрçăра 1945 çулхи çурлара 1-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă çара ертсе пынă.

Вăрçă хыçăн «Выстрел» курсĕсен пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 1955 çулта Воронеж çар округĕн ертӳçи, 1957 çулта СССР Хӳтлев министерствин кадрсен Тĕп тытăмĕн пуçлăхĕ. 1963 çулта Мускав çар округĕн ертӳçи. 1968 çултанпа СССР Хӳтлев министерствин явăплă ĕç вырăнĕнче. СССР Аслă Канашĕн 3-мĕш тата 7-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ. Витебскăн хисеплĕ гражданинĕ.

Афанасий Павлантьевич Белобородов 1990 çулхи авăн, 1 вилнĕ. "Снегири" мемориаллă çар çăви çине пытарнă.

Ӗçĕсем

Хисепĕсем

Ăстăвăм

А.П. Белобородов ячĕллĕ урамсем: Мускавра, Иркутскра; проспек: Витебскра.

Каçăсем