Белобородов Афанасий Павлантьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Белобородов Афанасий Павлантьевич
Afanasy Beloborodov c. 1950s.jpg
Çуралнă вăхăт 1903, кăрлач, 18
Çуралнă вырăн Акинино-Баклаши ялĕ, Иркутск облаçĕ, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1990, авăн, 1
Вилнĕ вырăн Мускав, Раççей
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Хисеп Çар генералĕ
Командăланă 78-мĕш стрелоксен дивизийĕ, 43-мĕш çар
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Октябрь Революци орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Суворов орденĕ
II степеньлĕ Суворов орденĕ II степеньлĕ Кутузов орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орден
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
20 years of victory rib.png 30 years of victory rib.png 40 years of victory rib.png «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медаль
20 years saf rib.png
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
Ют патшалăх чыславĕсем:

Афанасий Павлантьевич Белобородов — (1903—1990) — совет çарпуçĕ, иккĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Витебска нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă 43-мĕш çар ертӳçи, çар генералĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Афанасий Павлантьевич Белобородов 1903 çулхи кăрлачăн 18 (31)-мĕшĕнче Акинино ялĕнче, халĕ Иркут облаçĕнче, çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă. 1919—1920 çулсенче партизан ушкăнĕнче Инçет Тухăçра çапăçнă. Хĕрлĕ Çарта 1923 çулта хĕсмете кĕнĕ. Пехота шкулĕнче 1926 çулта вĕреннĕ, кайран, 1929 çулта вăрçă политики курсĕсенче пĕлӳ пухнă. 1936 çулта Фрунзе ячĕллĕ Çар Академинче вĕренсе тухнă. 1929 çулхи КТЧÇ çинчи çапăçусене хутшăннă. ПКП(б) пайташĕ (1926).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа. Мускав çапăçăвĕнче палăрнă 78-мĕш (каярах 9-мĕш гварди) стрелоксен дивизийĕн командирĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа стрелоксен корпусĕн командирĕ, 1944, çу — Белорусси çар операцине хутшăннă («Багратион» операцийĕ — 1944, çĕртме), Витебск хулине ирĕке кăларнă 43-мĕш çарăн çарпуçĕ. Çак çарпах вăл Литвана ирĕке кăларнă тата Тухăç-Прусси операцине хутшăнать. Японине хирĕç вăрçăра 1945 çулхи çурлара 1-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă çара ертсе пынă.

Вăрçă хыççăн «Выстрел» курсĕсен пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 1955 çулта Воронеж вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ, 1957 çулта СССР Хӳтлев министерствин кадрсен Тĕп тытăмлăхĕн пуçлăхĕ. 1963 çулта Мускав çар округĕн ертӳçи. 1968 çултанпа СССР Хӳтлев министерствин явăплă ĕç вырăнĕнче. СССР Аслă Канашĕн 3-мĕш тата 7-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ. Витебскăн чыслă гражданинĕ.

Афанасий Павлантьевич Белобородов 1990 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна "Снегири" мемориал вăрçă çăви çине пытарнă.

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Nuvola apps kview.png Тулаш ӳкерчĕксем
Searchtool.svg Аннотаци хăми, Витебск
Searchtool.svg Мемориал хăми, Шелехов

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Белобородов Афанасий Павлантьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче Шаблон:Проверено

  1. ^ Фотографии бюста в Иркутске.[1]Шаблон:Проверено[2]Шаблон:Проверено
  2. ^ Белобородов Афанасий Павлантьевичăн асăну хăми Архивленĕ 18 Пуш уйӑхӗн 2014 çулта.
  3. ^ Официальный сайт администрации города Шелехов
  4. ^ Мемориальные доски и памятники Иркутска Архивленĕ 9 Авӑн уйӑхӗн 2011 çулта.