Азов тинĕсĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
|||
50-мĕш йĕрке: | 50-мĕш йĕрке: | ||
== Асăрхавсем == |
== Асăрхавсем == |
||
{{асăрхавсем}} |
{{асăрхавсем}} |
||
{{Скифи тата унăн çурçĕр-тухăçри кӳршисем, Геродот çырнипе}} |
|||
[[Категори:Азов тинĕсĕ]] |
[[Категори:Азов тинĕсĕ]] |
10:19, 28 Утӑ уйӑхӗн 2021 вӑхӑтри верси
Азов тинĕсĕ (выр. Азовское море, укр. Азовське море, крым-тут. Azaq deñizi) — Хура тинĕсĕн çурçĕр-тухăç енчи шыв лаптăкĕ, Керчь пырĕпе (авалхи вăхăтра — Босфор Киммери, анлашĕ 4,2 км) Хура тинĕспе çыхăнать. Ĕлĕк грексем ăна Меоти кӳлли (греч. Μαιῶτις), римсем Palus Maeotis, скифсем Каргалук, меотсем Темеринда (тинĕс амăшĕ тенĕ); кайран арабсем Нитшлах е Бараль-Азов, турккăсем Барьял-Ассак е Бахр-Ассак (Тĕксĕм-кăвак тинĕс; паянкунхи турккă чĕлхипе Azakdenizi), генуэзсемпе венециансем Mare delle Zabacche (Mare Таnе) тенĕ. Азов тинĕсе хăйĕн ятне Азов хуларан илнĕ[1].
Географи
Пырсемпе лимансем
- Украина:
- кăнтăр-анăçра: Казантип пырĕ, Арапат пырĕ;
- анăçра: Сиваш пырĕ;
- çурçĕр-анăçра: Утлюк лиманĕ, Сĕтлĕ лиман, Обиточный пырĕ, Бердян пырĕ;
- Раççей:
- çурçĕр-тухăçра: Таганрог пырĕ, Миус лиманĕ, Ейск лиманĕ;
- тухăçра: Ясен пырĕ, Пейсук лиманĕ, Ахтар лиманĕ;
- кăнтăр-тухăçра: Темрюк пырĕ.
Çивĕтсемпе сăмсисем
- Украина:
- кăнтăр-анăçра: Хрони сăмси, Çук сăмси, Чаганы сăмси, Казантип сăмси (Казантип пырĕ);
- анăçра: коса Арапат Стрелка (Сиваш пырĕ);
- çурçĕр-анăçра: Федотова коса тата коса Бирючий остров (Утлюк лиманĕ), коса Обиточная (Обиточный пырĕ), Бердян коса (Бердян пырĕ);
- çурçĕр-тухăçра: Шурăсарай коса, Кукăр (Кривая) коса;
- Керчь пырĕнче: коса Тузла.
- Раççей:
- çурçĕр-тухăçра: коса Беглицкая;
- тухăçра: Чумбур сăмси, Глафировская коса, Долгая коса, Камышеватская коса, Ясенская коса (Бейсугский лиман), Ачуевская коса (Ахтарский лиман);
- кăнтăр-тухăçра: Ачуев сăмси, Чул сăмси (Каменный (Темрюк пырĕ).
- Керчь пырĕнче: коса Чушка.
Тинĕсе юхакан шывсем
- Украина:
- çурçĕр-анăçра: Малый Утлюк, Молочная, Корсак, Лозоватка, Обиточная, Берда, Кальмиус, Грузский Еланчик;
- Раççей:
- çурçĕр-тухăçра: Мокрый Еланчик, Миус, Самбек, Дон, Кагальник, Мокрая Чубурка, Ея;
- кăнтăр-тухăçра: Протока, Кубань.
Истори
Азов тинĕсне тепчев ĕçĕсенче виçĕ пусăма палăртаççĕ:
- 1. Авалхи (географи) — Геродот вăхăтĕнчен пуçласа XIX ĕмĕр пуçламăшне çитиччен.
- 2. Геолого-географический: XIX ĕмĕр — XX ĕмĕрĕн 40 çулĕсем.
- 3. Пур енлĕ (комплекслă) — XX ĕмĕрĕн варри — паянкуна çити.
Шыв тăварлăхĕ
Биологи ырлăхĕпе Азов тинĕсĕ тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чи лайăх аталаннă тинĕс çимĕçĕ — фитопланктон тата бентос.
Тинĕспе çыхăннă хуçалăх
XIX ĕмĕр
Азов тинĕсĕ Раççейшĕн XIX ĕмĕрте питĕ кирлĕ пулнă, пĕр енчен, пулă пуянлăхне пула, тепĕр енчен — тинĕс урлă сутăç ĕçĕсене ӳстерес шутпа.
Асăрхавсем
Скиф патшалăхĕ тата унăн çурçĕр-тухăçри кӳршисем, Геродот çырнипе |
|
---|---|
Этнонимсем | Скиф халăхĕсем • Авхатсем • Алазонсем • Каллипидсем (эллин-скифсем) • Катиарсем • Уйрăм скифсем • Паралатсем • Скифсем-çĕрĕçлевçисем • Скифсем-юркăнсем • Трасписем • Патша скифĕсем
|
Географири ятсем | |
Пайăр çынсем | |
Археологи контексчĕ |