Çĕлен утравĕ
Çĕлен утравĕ (укр. Острів Зміїний, рум. Insula Şerpilor), — Румыни территорийĕн шывĕсенче вырнаçнă Хура тинĕсри утрав. Украина хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ хыççăн ку утрав кама пăхăнни çинчен Румынипе тавлашу пуçланнă.
Ку ыйтăва Тĕнчери суд пăхса тухнă, компромисла йышăну тунă.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Утрав Тăнай шывĕн дельти анлăхпа пĕр тан вырнаçнă, унран 35 çухрăм тухăçнелле ларать. Утравăн географи координатисем: 45°15’18’’ ç.ан., 30°19’15’’ т.в. Утрав форми хĕрес пек, унăн лаптăкĕ 0,17 км2.
Чи çывăхри пурăнмалли вырăн — Румынири Сулина хула. Украинăн чи çывăххи — Вилково хули.
Утрав çыранĕсем чăнкă, анчах та çăв енченех кунта темиçе пляж пур: «Дамски», «Дергач», «Ылтăн» тата «Бандитсен».
Экологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку утрава вĕçен кайăксем кăнтăралла вĕçнĕ чухне канмашкăн усă кураççĕ. Çурхи кайăксен вĕçевĕ вăхăтĕнче кунта 234 тĕс тупма пулать.
Тăнай юхăмĕпе хăш-пĕр чухне кунта хурăн пуçлă çĕленсем юхса килеççĕ. Утрав ятне çав çĕленсене пула панă та.
Утрав çумĕнчи шывсенче 41 тĕрлĕ тĕслĕ пулă, 6 (вĕсенчен 4-ăшне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) тĕслĕ краб пурăнаççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕлен утравĕ Викиампарта? |
- С.Охотников Святилище Ахилла на острове Левке (Змеиный) . // К., Наукова думка – 1993.– 140 с., (соавтор А.С. Островерхов).
- Сергей Астахов. Дар Посейдона: украинский остров Змеиный вступает в новую эру. 2000 (2008 çулхи ака, 11).
- И. Владимиров. Змеиный — не Тузла 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.. 2008
- Материалы дела Румыния против Украины в МС ООН 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Доклад Международного Суда 2007—2008 на 63 сессии ГенАссамблеи ООН 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Змеиный остров. Статья в Энциклопедическом словаре Ф. А. Брокгауза и И. А. Ефрона.
- — Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «Остров Змеиный»