Çут Тĕнче çул-ӳсĕмĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Космологи
WMAP 2003.png
Тăван темăсем
 Шаблон: Пăхса тухниСӳтсе явниТӳрлет 

Çут Тĕнчен çул-ӳсĕмĕÇут Тĕнче (вăхăт, матери, çăлтăрсем, планетăсем т. ыт.) пуçланса кайнă самантран шутласа пынă вăхăт. Тĕрлĕ ăслăлăхлă, тĕнлĕ тата халаплă Çут тĕнчен тата хронологин хаклавĕсем пур.

Хальхи ăслăх[тӳрлет]

Пирĕн Çут Тĕнче 13,73±0,12 млрд çул каялла пуçланса кайнă, тесе шухăшлаççĕ. Ку хальхи хаклава анлă саралнă Çут Тĕнче моделĕ тĕпчевĕпе шутласа палăртнă.

Çут Тĕнче çул-ӳсĕмне виçĕ меслетпе тупма пулать[1]:

  • Элементсен çул-ӳсĕмĕ — хими элеменчĕсен çул-ӳсĕмне радиохастар арканăвĕн пулăмĕпе усă курса, пĕр изотоп хутăшĕн çул-ӳсĕмне хаклама пулать .
  • Капланчăк çул-ӳсĕмĕ — чи ватă чăмăр çăлтăр капланчăкĕсен çул-ӳсĕмне, пысăк чăмăр çăлтăр капланчăкĕсен çуталу-температура координчĕсен авмакипе усă курса хаклама пулать. Çак меслет кăтартнипе, Çут Тĕнче çул-ӳсĕмĕ 12.07 миллиард çултан чылайрах, 95%-лă шанмалли пулаюпа.
  • Çăлтăрсен çул-ӳсĕмĕ шурă карликсен ялкăшĕ улшăннине виçсе — ватă шурă карлик çалтăрсен çул-ӳсĕмне хаклама пулать. Ытла ватăрах шурă карликсем сивĕрех пулаççĕ, çавăнпа та вĕсем ытла ялкăшах мар. Начар шурă карликсене сăнаса, шурă карлик сивĕннĕ вăхăта хаклама пулать. Oswalt, Smith, Wood тата Hintzen (1996, Nature, 382, 692) çапла тĕпчесе Кайăк Хур çулĕн вар дискĕнчи çăлтăрсен çул-ӳсĕмĕ9.5^{+1.1}_{-0.8} миллиард çул пулнине кăтартнă. Вĕсем Çут Тĕнче çул-ӳсĕмĕ диск çăлтăрĕсенчен 2 миллиард çул аслăрах тесе хакланă, т.с. 11.5 миллиард çултан аслă.

Унсăр пуçне, Çут Тĕнче çул-ӳсĕмне космологи моделĕсен Хаббл константине палăртнин никĕсĕпе усă курса хакласа кăтартнă.

Çут Тĕнче аталанăвĕн тĕп тапхăрĕсем[тӳрлет]

Индус тĕн хронологийĕ[тӳрлет]

Индус тĕнĕнче Брахма кунĕ 4 югирен тăракан 1000 тапхăрлă (4,320 млрд лет) шутланать. Çак тапхăр иртнипе Кальпăпа танлă Брахма каçĕ тапранать. Хальхи Брахма хăйĕн пурнăçĕн 51 çулне çитнĕ, вăл 155,52 трлн çулпа тан пулать.

Пайпăл çăлкуçĕсем[тӳрлет]

Çутта туса хуни, Пайпăла Гюстав Дорен ӳнерлĕ илемлетĕвĕ. Кул. 1:1 («Çутă пултăрах»).

...

Анлă саралнă виçĕ тĕнче эри:

  • Аннианнăн Александр эри — (пуçламăш пăнчи — пирĕн эрăччен 5501 (тĕрĕссипе, пирĕн эрăччен 5493 çулхи çу, 25), çаплах пирĕн эрăччен 5472 çул е п. э. 5624 çул), IX ĕмĕрчен Висанти империнче тĕп хронологи пулнăскер.
  • Антиох эри — (пирĕн эрăччен 5969 çулхи авă, 1) Феофил йĕркипе, 180 çулта туса çырнă.
  • Висанти эри (константинополь) — (пирĕн эрăччен 5508 çулхи пушăн 21-мешĕ, каярах 5509 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ), вăл VII ĕмĕртен пуçласа майĕпен Висанти империнче тата пĕтĕм православии тĕнчинче кулленхи хронологи йĕрки пулса тăрать. Септуагинте (Кивĕ Халалăн грекла куçарни) çырнинче çăплах урăх пайпăл пулăмĕсем хăçан иртнине кăтартнă. Çапах та католици Римĕ çакна шута илсе йышăнман. Çак эрăна Сербире, Болгарире, çаплах Раççейре кĕртнĕ, системăна XI ĕмĕртен пуçласа 1700 çулта Пётр I пăрахăçличченех тытса пынă.
  • Ватикан эри висанти эринчен самаях кĕске.
  • Иудей эри пирĕн эрăччен 3761 çулхи юпан 6/7-мĕшĕнче пуçланать. Çула çапла шутласси еврей календарĕн пайĕ пулать, унпа халĕ официаллă Израиль Патшалахĕнче григориан календарĕпе пĕрле усă кураççĕ.

Урăх çăлкуçсенчи хыпарсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]