Тăнайçи Пăлхарĕ
|
|||||
![]() |
|||||
| Патшалăх чĕлхисем | полхар чĕлхи | ||||
| Тĕп хула | София | ||||
| Чи пысăк хула | София | ||||
| Президент | Росен Плевнелиев | ||||
| Премьер-министр | Бойко Борисов | ||||
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
102 вырăнта 110 910 км2 |
||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе (2000) - Йышлăхĕ |
88 вырăнта 7 707 495 69 5/км² |
||||
| Валюта ячĕ | Лев | ||||
| Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +02 таран | ||||
| Патшалăх гимнĕ | Болгари патшалăхĕн гимнĕ | ||||
| Тетел доменĕ | .bg | ||||
| Тел. префиксĕ | 359 | ||||
Болгари Республики (полх. Република България), — Европăн Балкан çурутравĕ çинче вырнаçнă патшалăх.
Болгарипе юнашар Греципе Турци, Сербипе Черногори, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăрршĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1230 çулхи пушăн 9-мĕшĕнче Клокотница çывăхĕнче болгарсемпе эпирсем хушшинче çапăçу пулса иртнĕ, ун хыççăн Балкан çурутравĕнче Болгари патшалăхĕ чи вăйлисен шутне кĕме пуçланă.
1885 çулхи чӳкĕн 14-28 хушшинче Болгари Сербипе вăрçăнса кайнă. Ку вăрçă хыççăн Болгари пĕрлешме май тупнине ытти патшалăхсем ĕнене пуçланă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Болгари икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Ку икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи туркăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.
[тӳрлет] Пайланăвĕ
Болгари пурĕ 28 облаçе пайланать.
- Бургас
- Благоевград
- Добрич
- Габрово
- Хасково
- Кърджали
- Кюстендил
- Ловеч
- Монтана
- Пазарджик
- Перник
- Плевен
- Пловдив
- Разград
- Русе
- Шумен
- Силистра
- Сливен
- Смолян
- София хули
- София облаçĕ
- Кивĕ Загора
- Търговище
- Варна
- Велико Търново
- Видин
- Враца
- Ямбол
[тӳрлет] Болгари уявĕсем
- Кăрлач, 1 — Çĕнĕ çул уявĕ.
- Нарăс, 14 — Трифон Зарезан (иçĕм тăвакансен уявĕ)
- Пуш, 1 — Çуркунне уявĕ (Çуркунне çитнине паллă тăваççĕ)
- Пуш, 3 — Болгарине Осман пусмăрĕнчен кăларнă кун.
- Пуш, 8 — Пĕтĕм тĕнчени хĕрарăмсен кунĕ.
- Çу, 6 — Çвятуй Георги кунĕ (Болгари çăрĕсен кунĕ)
- Çу, 24 — Болгари этеплĕхĕпе славян çыруллăхĕн кунĕ (Çвятуй Кириллпа Мефодий кунĕ)
- Çĕртме, 2 — Ботев кунĕ.
- Авăн, 6 — Болгарине пĕрлештернин кунĕ.
- Авăн, 22 — Пăхăнмалăх кунĕ.
- Юпа, 8 — Студентсен кунĕ.
- Раштав, 6 — Болгари конституциĕн кунĕ.
[тӳрлет] Болгари хулисем
Болгарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕ те 340 пин ытларах çын çеç пурăнать. Çавăн пекех пысăк хуласен шутĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хулисене асăнма пулать.
Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăну вырăнĕ шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Апас сали — Болгарири авалхи пурăну вырăнĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Никифор, патриарх Константинопольский, "Краткая история со времени после царствования Маврикия".
- "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
[тӳрлет] Курмалли
- "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.
Ашмарин, "Древние болгары", Казань, 1903.
[тӳрлет] Каçăсем
|
|
||
|---|---|---|
| Облаçсем | Благоевград • Бургас • Варна • Аслă Тырново • Видин • Врачан • Габрово • Добрич • Кырджали • Кюстендил • Ловеч • Монтана • Пазарджик • Перник • Плевен • Пловдив • Разград • Русе • Силистра • Сливен • Смолян • Софи • Софи • Старозагора • Тырговиште • Хасково • Шумен • Ямбол | |
