Çырма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çырма

Çырмаçĕр пичĕн форми, тарăн, чăнкă айккилĕ, вăхăтлăха шыв юхнипе йĕркеленнĕ вар.

Çырмасем сăртлă тӳремлĕхпе сăртлă вырăнсенче пулаççĕ. Вĕсем хăвăрт ишĕлекен, кăпăшка породăсенчен тăракан çĕрсенче йĕркеленеççĕ. Çырмасен тăршшĕ темиçе метртан пуçласе темиçе çухрăм тарин пулма пултарать. Уйри çырма вăрăм, вăрманти вар кĕске.

Çырмасем Раççейĕн хĕвеланăç енче, Вăтам Азире Китайра, АПШпа тропик енчи патшалăхсен хăш-пĕр районĕсенче самай нумай.

Çырмасем ял хуçалăхне хытă сăтăр кӳреççĕ.