Австри ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Енĕсен пайланăвĕ 2:3

Австри ялавне 1919 çулта йышăннă. 1933 çулта пăрахăçланă, 1945 çулта каллех патшалăх шайне кĕртнĕ.

Пĕтĕмлĕ çырса кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Австри наци ялавĕ тăват кĕтеслĕ 2:3 ен пайланăвлĕ пусма, пĕр тан анлă горизонтлă виçĕ ярăмран — çӳлтипе аялти хĕрлĕ, варринчи шурă тĕслĕ — тăрать. Дани ялавĕ пекех Европăн ватă ялавĕсенчен пĕри шутланать.

Хĕрлĕ тĕсĕ тăван çĕре юратакан çынсем Австри Республикин ирĕклĕхпе пахăнманлăх кĕрешĕвĕнче юхтарнă юн тĕсне палăртать. Шура тĕс — Австри халăхĕ çĕршыври монархи йăла-йĕркине пĕтерсе тупнă ирĕклĕх симвăлĕ. Унсăр пуçне, официаллă версипе, австри ялавĕн шурă ярăмĕ Австри витĕр анăçран тухăçалла юхакан Танай шывне пĕлтерет.

Кăссайĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăссай йĕррипе, ялавăн тĕсне Австри херцăкĕ Леопольд V хĕрес харçисен тапхăрĕнче шутласа хунă. Пĕррехинчи хаяр çапăçура херцăкăн харçă шурă кĕпи юнпа хĕрлĕ пулса кайнă, пиççихи айĕ çеç шуп-шурă юлнă. Çак тĕссем херцăкăн кăмăлне кĕнĕ, каярах вăл çак тĕссене хăйĕн штандарчĕ çине куçарать.