Азади башни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Азади башни
перс. برج آزادی[1]
Ӳкерчӗк
Изображение интерьера
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Тегеран[2][1]
Вырнаҫнӑ урам Площадь Азади[d][1]
Вырнаҫӑвӗ
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 1183 метр
Объекта ӑсталама ыйтаканӗ Мохаммед Реза Пехлеви[d][1]
Асӑнса тунӑ Перси империйӗ 2500 ҫула ҫитни[d]
Материалсем бетон[d][1] и гранит[d][1]
Архитеркторӗ Hossein Amanat[d][1]
Архитектура стилӗ Пехлеви архитектури[d][1]
Официаллӑ уҫнӑ 1971 çулхи юпа, 16-мĕшĕ[1]
Эткерлӗх тӑрӑмӗ Иранское национальное наследие[d][3][1]
Тӑршшӗ
  • 63 метр[1]
Ҫӳллӗшӗ 45 метр[1]
Вид в ночное время
Кӑтартмӑшсем خ آزادی، میدان آزادی[3][1]
Курма пулать Тегеран и Эльбурс[d]
Зимнее изображение
Вид из этого места
Вид с воздуха
Элемент интерьерӗн Викиампарти категорийӗ Category:Interior of Azadi Tower[d]
Азади башни на карте
Азади башни
Азади башни
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Азади башни (Ирӗклӗх башни) (перс. برج آزادی / Borj-e Āzādi), малтанхи ячӗ Шахяд башни (Шахсен Асӑмӗ) (перс. برج شهیاد‎ / Borj-e Šahyād) — Иран тӗп хулин анӑҫ пайӗнче, Азади тӳремӗнче вырнаҫнӑ Тегеранӑн тӗп символӗ.

Башньӑна час-часах, вӑл хулана анӑҫ енчен килекен ҫул ҫинчен вырнаҫнӑран, «Тегеран хапхи» теҫҫӗ. Тегерана Мехрабад тӗнче аэропорчӗ урлӑ (Тегеранӑн аэропорчӗсене илес пулсан пӗлтерӗшпе вӑл Имам Хомейни ячӗллӗ тӗнче аэропорчӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта тӑрать) ҫитнӗ ҫынсем куракан чи пӗрремӗш объект та — Азади башни. Башньӑпа тата унти тӳремпе ҫуммӑн ҫавӑн пекех Тегеранпа Ираншӑн пӗлтерӗшлӗ транспорт ҫулӗсем иртеҫҫӗ, сӑмахран, Саиди автостради, Кереджа каякан автомагистраль, Мухаммад Али Джинна автомагистралӗ, Тегеранӑн чи пысӑк та вӑрӑм урамӗсенчен пӗри, Азади проспекчӗ те, кунтах пуҫланать.

Ҫурт историйӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1960-мӗш ҫулсенче Иран правительстви перс (иран) патшалӑхне йӗркеленӗренпе 2500 ҫитнине халалласа проект хатӗрлеме конкурс ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн вырӑнти Хоссейн Аманат архитекторӑн башнин проектне ырланӑ. Башньӑна 1971 ҫул тӗлне туса пӗтернӗ, ҫав ҫулах уҫнӑ, ку шӑп та шай 2500 ҫулхи юбилейпе пӗр килнӗ. Юпан 16-мӗшӗнче башньӑна чаплӑн уҫма Иран Шахиншахӗ Мохаммед Реза Пехлеви хӑй хутшӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра башня Бордж-э Шахяд (перс чӗлхинчен Шахсене асӑнса тунӑ башня пек куҫать) ятлӑ пулнӑ, башня вырнаҫнӑ тӳремӗн ячӗ те ҫавӑн пекех пулнӑ (вӑл Мейдан-э Шахяд ятлӑ пулнӑ, куҫарсан Шахсене асӑнса йӗркеленӗ тӳрем тенине пӗлтерет) пулнӑ. Башньӑна, тӗпрен илсен, Иранри промышленноҫре тӑрӑшакан пилӗкҫӗре яхӑн усламҫӑн укҫипе туса лартнӑ, кӑштах патшалӑх та укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Иранри ислам революцийӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта башня ятне те, тӳрем ятне те Азади ят панӑ, перс чӗлхинчен ҫакӑ Ирӗклӗх пек куҫать.

Сӑнласа пани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Башня ҫӳллӗшӗ 45 метрпа танлашать. Ӑна пӗтӗмпех Исфаханти шурӑ мрамортан тунӑ, ӑна хӑпартма сакӑр пин чул блокӗпе усӑ курнӑ. Башня архитекторӗ — паллӑ иран архитекторӗ, каярах Канадӑра палӑрнӑскер — Хоссейн Аманат, Иранри ислам революцийӗ хыҫҫӑн унӑн тӑван ҫӗршывне пӑрахса кайма тивнӗ. Аманатсӑр пуҫне башньӑна хӑпартассине Иранри паллӑ чул касаканӗ Гаффар Даварпанах Варносфадерани ертсе пынӑ.

Башнья архитектура стилӗнче исламчченхи Иран архитектура элеменчӗсем те пур, ҫав шутра Ахеменидсен тата Сасанидсен архитектури. Ҫавӑн пекех ислам хыҫҫӑнхи перс архитектурин элеменчӗсем те тӗл пулаҫҫӗ. 1982 ҫулта Алжирта Асапланакансен палӑкне туса лартнӑ, унӑн конструкцине Азади башни евӗр хатӗрленӗ, сӑнӗпе те вӑл ӑна асаилтерет.

Музей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шалта, тӗрӗсрех, Азади башнин цоколь хутӗнче пӗрешкел ятлӑ музей пур. Музея кӗмелли алӑк пысӑк та йывӑр хапхапа хупӑнать, экспонатсем вырнаҫнӑ криптана тӗксӗммӗн ҫутатнӑ. Музей стенисене илемлетнӗ керамикӑпа тата яка плиткӑпа, перс миниатюрисемпе тата исламчченхи картинӑсемпе капӑрлатнӑ.

Музейра Иранӑн исламчченхи (сартӑш саманинчи) тапхӑрӑн экспоначӗсене вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех ҫӗршыв территорийӗнче ислам тӗнӗ сарӑлнӑ хыҫҫӑнхи экспонатсемпе те паллашма май пур. Музейӑн тӗп экспоначӗсенчен пӗри — Кир цилиндрӗн чаплӑ тунӑ копийӗ (оригиналӗ Лондонри Британи музейӗнче вырнаҫнӑ) шутланать, унсӑр пуҫне кунтах хирӗҫри стена ҫинче ӑна хальхи перс чӗлхи ҫине куҫарнӑ ылтӑн сас паллисемпе ҫырнӑ тексчӗ пур. Музейре ҫавӑн пекех Иранри шурӑ революци шутне кӗрекен экспонатсем вырнаҫнӑ, тӗрлӗ паллӑ картинӑсем, Коранӑн пӗчӗклетнӗ копийӗ пур. Чи авалхи экспонатсен шутне тӑваткал плитасем, ылтӑн листасем, ҫавӑн пекех терракотран хатӗрленӗ япаласем кӗреҫҫӗ, ҫав шутра — Сузра тупнисем, лакпа витнӗ фарфор япаласем (вӗсен шутӗнче пӗтӗм тӗнчипе паллӑ Горганра тупнӑ ылтӑн турилкке те). Авалхи экспонатсенчен чылайӑшӗ ҫине савӑлла ҫырулӑхпа ҫырнӑ. Музейре ҫавӑн пекех классикӑлла перс миниатюрин пысӑк пуххи вырнаҫнӑ, ӑна кунта XIX ӗмӗрчченех кӑтартнӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Иранӑн юлашки Шахбанӗн Фарах Пехлевин пулнӑ.

Ячӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи малтанах, проектпа килӗшӳллӗн, башньӑна Дарвазэ-е Куруш ят памалла пулнӑ, перс чӗлхинчен куҫарсан вӑл Кир Хапхи тенине пӗлтерет. Каярахпа перс патшалӑхӗ 2500 ҫул тултарнине уявлама хатӗрлекен канашӗн председателӗ Асадолла Алам башньӑна Дарвазэ-е Шаханшахи ят пама сӗннӗ, куҫарсан вӑл Патша Патшисен Хапхи тенине пӗлтерет. Башньӑн юлашки ятне вара юрӑхлӑ ят шыраса тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн Бахрам Фарахваши ӑсчах, иранист профессор ят панӑ. Ҫапла вара башньӑна Бо́рдж-э Шахя́д Арьяме́хр ят лекнӗ, перс чӗлхинчен куҫарсан вӑл Арий тӗнчин Шахӗсене асӑнса лартнӑ башня тенине пӗлтерет[4]. Апла пулин те 1971 ҫулта башньӑна уҫма ҫитнӗ вӑхӑт тӗлне ятран Арьямехр сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ, ҫапла май вӑл Бордж-э Шахяд ятлӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, Шахсене асӑнса тунӑ башня.

Иранри ислам революцийӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта башньӑна Бордж-э Азади ят панӑ, ку вӑл Ирӗклӗх Башни тенине пӗлтерет.

Сӑнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Башня Азади статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.